Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Канмалли эрне - килте ларма

Категория: Общество Опубликовано: 27.03.2020, 14:00 Просмотров: 1240

Паянхи кун чи çивĕч тăракан ыйту коронавируспа çыхăннине пурте пĕлетпĕр. Мартăн 26-мĕшĕ тĕлне Раççейре коронавируспа 840 çын чирленине тупса палăртнă, вĕсенчен иккĕшĕ Мускавра вилнĕ.

Çак чирпе çыхăннă лару-тăрăва пула мартăн 25-мĕшĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин телевиденипе тухса калаçрĕ, коронавирус инфекцийĕ хăрушлăх кăларса тăратнине пула халăха асăрханулăх мерисене пăхăнма ыйтрĕ.

Унсăр пуçне Владимир Путин мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 3-мĕшĕччен канмалли кунсем пулассине пĕлтерсе Указ кăларнă. Анчах та çак Указ пурне те пырса тивмест. Чарăнмасăр ĕçлекен организацисен, медицина учрежденийĕсен тата аптекăсен, халăха апат-çимĕçпе тата чи кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекенсен, чрезвычайлă лару-тăрура пулăшупа тивĕçтерекенсен, васкавлă юсав ĕçĕсем тăвакансен çитес эрнере ĕçлемелле. Патшалăх власть органĕсен çитес эрнере ĕçлекенсен шутне хăйсен территорийĕнче санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ мĕнле пулнине шута илсе палăртмалла. Массăллă информаци хатĕрĕсем те унчченхи пекех ĕçлĕç. Çав шутра район хаçачĕн коллективĕ те яланхиллех ĕçлет.

Çитес эрнере канмалли кунсем туса пани çав вăхăтра çынсен харпăр хăй ыйтăвĕсемпе, ĕçĕсемпе тĕрлĕ учрежденисем тăрăх çỹремеллине пĕлтермест. Канмалли кунсенче килте ларни инфекци сарăлас хăрушлăхран хỹтĕлĕ, çавăнпа та аслисен те, ачасен те урама, халăх пухăнакан вырăна май пур таран сахалтарах тухма тăрăшмалла. Уйрăмах 65 çултан аслăрах çынсен асăрхануллă пулмалла - вĕсем тĕлĕшпе республикăра карантин туса хунă.

Шкул ачисене илес пулсан, хальлĕхе вĕсем каникулта, тунтикунтан вĕсем мĕнле вĕренесси пирки паян, мартăн 27-мĕшĕнче сỹтсе явĕç. Кун пирки республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕлтернĕ. Олег Алексеевич çавăн пекех Владимир Путин телевиденипе тухса калаçнă май палăртнă мерăсене республикăра пурăнакансем патне çитермеллине те каланă.

Унсăр пуçне, республикăра кинотеатрсен (кинозалсен), ачасен выляв пỹлĕмĕсен, каçхи клубсен (дискотекăсен), бассейнсен, фитнес-центрсен тата ытти спорт учрежденийĕсен ĕçне вăхăтлăха чарса лартма йышăннă.

Сăмах май, паянхи кун республикăра 487 çынна медицина ĕçченĕсем сăнаса тăраççĕ, пĕр çын коронавируспа чирленине тупса палăртнă. Вăл ятарлă палатăра сывалать, хăйне лайăх туять.

Апат-çимĕçпе çыхăннă лару-тăру республикăра лăпкă, Чăвашпотребсоюз лавккисенче пур çимĕç те пур. Аптекăсенче эмелсем çителĕклĕ, медицина маскисем илсе çитерес ыйтăва вара тишкереççĕ.

Коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула районта та ятарлă режим туса хунă, оперативлă штаб йĕркеленĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5