Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хаçатăмăр 90 çул тултарать

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2020, 08:36 Просмотров: 507

Районта тухса тăракан "Пирĕн пурнăç" хаçат апрелĕн 6-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Çак тапхăрта вăл вăрăм та тертлĕ çул утса тухнă, анчах та яланах малалла, хăйĕн тỹрĕ çулĕпе утнă. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă, вулакансене хавхалантарнă, çĕнĕ утăмсем тума пулăшнă.

Хаçат район пурнăçĕнче чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн кашни номерĕнчех - ĕç çыннин пурнăçĕ, кун-çулĕ, районта пулса иртекен мероприятисем, тĕрлĕ информаци.

Хаçат историйĕ питĕ пуян. Хальччен унăн ячĕ 7 хут улшăннă, çав хушăра 10-шар редактор пулнă. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ апрелĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă, Етĕрнере пичетленнĕ. Вăл 2 çул хушши "Коллективист" ятпа вырăсла тухнă. Тиражĕ - 550 экземпляр. Пĕрремĕш хаçат çине алă пусаканĕ яваплă редактор çумĕ Николай Алексеевич Элле пулнă. Иккĕмĕш номерне Д.Андреев яваплă редактор алă пуснă, ытти номерсене - Я.Ефимов.

1932 çулхи август уйăхĕнче хаçат "Красночетаевец" тата "Путь Победы" ятсемпе вырăсла тухнă. Çав çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа чăвашла "Çĕнтерỹ çулĕ" ятпа тухма тытăннă. Тиражĕ 800 экземпляра çитнĕ. Унтан - "Колхоз хаçачĕ" (1966 çулта, унăн тиражĕ 2565 экземпляра çитнĕ), хыççăн - "Куммунизм çулĕпе" (1976 çулхи июнь уйăхĕ тĕлне хаçата 5835 экземпляр çырăннă).

1991 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех хаçат ячĕ - "Пирĕн пурнăç". (1991 çулхи август уйăхĕнче 5970 экземпляр тухнă, 1998 çулхи январь уйăхĕнче - 5835 экземпляр, 2004 çулта - 1450 экземпляр, 2010 çулта - 2759 экземпляр, 2013 çулта - 3600 экземпляр, 2019 çулта - 3000 экземпляр).

Сăмах вăйĕ хăватлă. Журналистсен яваплăхĕ калама çук пысăк. Эпир, редакци ĕçченĕсем, çавна туйса ĕçлеме тăрăшатпăр, умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама вăй-хала шеллеместпĕр. Çавăнпа та хаçатра вăй хуракансене кăсăклă материалсемпе савăнтарма, журналистикăн тумхахлă та анлă çулĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе çирĕппĕн утса пыма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тăнăçлăх, чăтăмлăх, пултарулăх, телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп. Хаçатăн кун-çулĕ вăрăм пултăр, тиражĕ çултан-çул ỹссе пытăр!

Юлашкинчен обществăлла корреспондентсене, мĕнпур вулакана район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 90 çул çитнĕ ятпа саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.

Алина ОРИНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1