Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Олег НИКОЛАЕВ: "Эсир килте ларса хăвăра хăрушлăхран упрани пĕлтерĕшлĕ"

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2020, 08:38 Просмотров: 728

Ĕнер, апрелĕн 2-мĕшĕнче, республикăра коронавируспа чирлекен тепĕр çынна тупса палăртнă. Çакăн хыççăн республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев правительствăна коронавирус чирĕ сарăлассипе кĕрешмелли çĕнĕ мĕрăсем хатĕрлеме хушнă.

Олег Алексеевич малашне республикăна ют çĕршывран килекенсене кăна мар, çĕршыври ытти регионсенчен килекенсене те çирĕпрех тĕрĕслемеллине каланă. Урама сăлтавсăр тухса çỹрекенсем ан пулччăр тесе çынсене пропусксемпе тата тухма ирĕк паракан ытти документсемпе тивĕçтерме йышăннă. Çавăн пекех çынсем хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелени пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Республика ертỹçи хушнипе, çак тата ытти мерăсене йышăнассине çывăх вăхăтрах пăхса тухма хушнă.

Палăртмалла, мартăн 30-мĕшĕнче Олег Николаев хăй унччен мартăн 28-мĕшĕнче алă пуснă "Çĕнĕ коронавируслă инфекци сарăлас хăрушлăха чакармалли хушма мерăсем çинчен" Указне улшăнусем кĕртнĕ.

Улшăнусемпе килĕшỹллĕн, республикăра пурăнакансем тухса çỹрессине хушма чарусем кĕртнĕ. Хăш-пĕр уйрăм сăлтавсемсĕр пуçне çынсен килтен тухса çỹреме юрамасть.

Ăçта тата мĕнле сăлтавпа тухма юрать-ха? Указпа килĕшỹллĕн, çынсен килтен васкавлă медицина пулăшăвĕ илес тĕллевпе, çывăхри лавккана е аптекăна кайса килме, килти хытă каяшсене çỹп-çап контейнерĕсене кайса пăрахма, ĕçе кайма (енчен те вĕсен ĕçне Раççей Президенчĕн мартăн 25-мĕшĕнчи Указĕпе вăхăтлăх чарман-тăк) тухма юрать. Çавăн пекех килти чĕрчунсене уçăлма илсе тухма юрать, анчах та пурăннă çĕртен 100 метртан аякка каймалла мар.

Урама тухмах тивсен ытти граждансенчен 1,5 метр хушă тытмалла, çав шутра обществăлла вырăнсенче те. Çул çитмен çамрăксене вĕсем пурăнакан вырăнсенчен тухса çỹреме чармалла.

Унсăр пуçне, документра çынсене туризмпа кану тĕллевĕпе аякка кайса çỹреме чарнă, чиркỹсене каяссине те вăхăтлăха пăрахăçлама сĕннĕ.

Мартăн 30-мĕшĕнче Олег Николаев "Инстаграм" социаллă сетьре ятарлă видео ỹкернĕ, унта вăл республикăра пурăнакансене çапла калать: "Эсир килте ларса хăвăра хăрушлăхран упрани пĕлтерĕшлĕ". Республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаса тăраççĕ пулин те, ятарлă мерăсем йышăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Мартăн 31-мĕшĕнче Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарассипе ĕçлекен Оперативлă штабăн ларăвне ирттернĕ. Ларура вăл кашни районтах ют çĕршывран килнĕ граждансене тĕрĕслекен мобильлĕ бригадăсем пулнине каланă. Пирĕн районти мобильлĕ бригада шутне медицина, полици, райадминистраци ĕçченĕсем тата Роспотребнадзор представителĕ кĕреççĕ. Апрелĕн 2-мĕшĕ тĕлне вĕсем района ют çĕршывсенчен килнĕ 29 çынна тĕрĕсленĕ, вĕсенчен тăваттăшне карантина пăхăнмалли пирки калакан постановлени панă. Ыттисем хальхи вăхăтра район территорийĕнче пурăнмаççĕ, вĕсен прописки кăна районта шутланать.

Мобильлĕ бригада пĕлтернĕ тăрăх, ют çĕршывран килнĕ районти çынсенне коронавирус пуррине тупса палăртман.

Районта пурăнакансене тепĕр хут çакна аса илтеретпĕр: республика тулашĕнчен (çав шутра Мускавран) килекенсен икĕ эрне хушши ниçта та тухса çỹремелле мар, килте лармалла. Харпăр хăйне япăх туйма пуçласан, кĕлетке температури ỹссен медицина ĕçченĕсене киле чĕнмелле.

Ĕнер хаçата пичете хатĕрленĕ тĕле республикăра çакăн пек официаллă кăтартусем паллăччĕ: коронавируспа 2 çын чирленине тупса палăртнă, çулталăк пуçланнăранпа 1705 çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, хальхи вăхăтра 952 çынна медицина ĕçченĕсем сăнаса тăраççĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2