Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Вăрçă ачисем": саккун проектне хатĕрлеме пуçланă

Категория: Общество Опубликовано: 03.04.2020, 08:30 Просмотров: 451

Иртнĕ тунтикун, мартăн 23-мĕшĕнче, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура çак темăна та сỹтсе явнă.

Олег Алексеевич хăйĕнчен "вăрçă ачисен" статусне çирĕплетме ыйтакан нумаййи çинчен каласа ку ыйтăва татса памалли пирки сăмах пуçарнă. Ун шучĕпе, вăрçă ачисен хăйсен шухăшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем вара чи малтан хăйсене шăпах хайхи статуса пама ыйтаççĕ.

Олег Алексеевич иккĕленмест: халь бюджета çирĕплетнĕ, çавна май хальлĕхе вăрçă ачисен социаллă хỹтлĕхне пырса тивекен, укçапа çыхăнман мерăсене палăртма пулать. Тĕрĕссипе, паянхи лару-тăру çапларах - укçапа çыхăнман мерăсем финанс мерисенчен те пĕлтерĕшлĕрех пулса тăма пултараççĕ. Хайхи статуса укçапа çыхăннă мерăсемпе "пуянлатмалли" мерăсем патне вара каярахпа таврăнма май пулĕ.

Çак категорие Раççейĕн 1927 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕччен çуралнă граждансене кĕртесшĕн.

Республика ертỹçи çак саккуна йышăнассипе çыхăннă ĕçе хăйсен пуçарăвĕ пек кăтартас кăмăллисем пайтах пуласса та чухлать - кунашкаллине ырлама çук. Çийĕнчен шăпах Олег Алексеевич Патшалăх Думин депутачĕ пулнă вăхăтра вăрçă ачисен статусне палăртса вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтермелли пуçару тунине аса илтерни те вырăнлă.

Çак шухăша Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова ырланă, ку темăпа депутатсемпе калаçнине палăртнă май тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрлеме пуçланине çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5