Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хамăра вилĕмсĕр тесе шутлатпăр-ши?

Категория: Общество Опубликовано: 13.04.2020, 11:02 Просмотров: 463

Апрелĕн 9-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 11 сехетчен республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе çыхăннă лару-тăру пирки "Тỹрĕ лини" иртрĕ. Ăна коронавирус сарăлассине асăрхаса тăракан Оперативлă штабăн ĕç группин ертỹçи, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева ертсе пычĕ.

"Тỹрĕ линире" пирĕн районта, уйрăмах Хĕрлĕ Чутай салинче, çынсем килте лармалли режима пăхăнмасăр урамра çỹрени пирки ыйту пулчĕ. Ку ыйту çине Алла Салаева çапла хуравларĕ: "Хальхи вăхăтра администраци ĕçченĕсем урамра çỹрекен çынсене чарма, вĕсем ăçта тата мĕнле тĕллевпе тухнине ыйтса пĕлме пултараççĕ, енчен те çын сăлтавсăрах çỹрет пулсан, ăна асăрхаттарма, ун тĕлĕшпе протокол çырма ирĕк пур. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ ирсерен пулакан видеоконференцире апрелĕн 8-мĕшĕ тĕлне килте лармалли режима пăсакансем тĕлĕшпе пĕр протокол та çырманни пирки пĕлтерчĕ. Малашне администраци ку ĕçе лайăхрах йĕркелессе шанатпăр".

Чăнах та, çак эрнере район центрĕнче халăх пасарти пекех хĕвĕшнине асăрхама пулчĕ, вĕсем хушшинче 60 çултан аслăраххисем те чылай. Ачасем те урамра ирĕккĕнех выляççĕ...

Чутайсем килте лармалли режим çине алă сулнăнах туйăнать. Ĕçе çỹреме ирĕк пуррисен кăна урама тухма юрать. Тата çывăхри лавккана е аптекăна кайса килме, çỹп-çап тухса тăкма, йытăпа уçăлса çỹреме. Пирĕн районта пурăнакансем вара хăйсене ви- лĕмсĕр тесе шутлаççĕ-ши? Районта коронавирус инфекцине тупса палăртманран (малашне те çапла пултăрччĕ) пире ку чир хăратмасть теççĕ-ши?

"Тỹрĕ линире" ыйту панă хыççăн 14 сехет тĕлне пире район администрацийĕнчен çакăн пек шăнкăравласа пĕлтерчĕç: районта килте пулмалли режима тĕрĕслемелли 11 мобильлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Апрелĕн 9-мĕшĕнче (Авт.: тỹрĕ эфирта ыйту панă хыççăн) икĕ протокол çырнă.

Ку цифра шухăша ярать. Пасарти пек хĕвĕшекен халăх хушшинче икĕ çын кăна йĕркене пăснă пек пулса тухать капла. 11 мобильлĕ бригада хăйĕн ĕçне пурнăçлатех-ши? Çитес вăхăтра лару-тăру улшăнасса шанмалли кăна юлать...

Хĕрлĕчутайсене вара пурне те паянхи лару-тăрăва ăнланма, яваплăрах пулма чĕнсе калас килет. Харпăр хăйĕн, çывăх çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн чи малтан пирĕн хамăрăн тăрăшмалла.

Çакна та каласа хăварасшăн: умра - православи уявĕсем: Кăчкă праçникĕ тата Мăнкун. Турра ĕненекенсене паянхи лару-тăрăва шута илсе чиркĕве каяссинчен тăхтаса тăмаллине аса илтереççĕ. Ĕненекенсене пурне те килĕсенче кĕл тума ыйтаççĕ. Мăнкун кĕллине вара телевиденипе тỹрĕ эфирта курма пулĕ.

А.СЕМЕНОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5