Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Владимир ПУТИН: "Коронавируса çĕнтеретпĕрех!"

Категория: Общество Опубликовано: 13.04.2020, 11:03 Просмотров: 325

Апрелĕн 8-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсен ертỹçисемпе видеоçыхăну урлă канашлу ирттериччен Раççей гражданĕсем умне тухса калаçрĕ.

Президент коронавирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ май çĕршывра çакăн пек çĕнĕ мерăсем йышăнни пирки каларĕ:

. Коронавируспа чирлисемпе ĕçлекен медицина ĕçченĕсене хушма тỹлевсемпе тивĕçтерĕç. Врачсем 80 пиншер тенкĕ илĕç, вăтам персонал (çав шутра васкавлă пулăшу тухтăрĕсем) - 50 пиншер тенкĕ, кĕçĕн персонал (çав шутра васкавлă пулăшу фельдшерĕсемпе водителĕсем) - 25 пиншер тенкĕ. Хушма тỹлевпе апрельтен пуçласа виçĕ уйăх хушши тивĕçтерĕç.

. Ĕçсĕр тăрса юлнисене, енчен те вĕсем ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн пынă пулсан, апрель, май, июнь уйăхĕсенче 12130 тенкĕ тỹлĕç.

. Пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсене налуксем тỹлес енĕпе ултă уйăхлăха çăмăллăхсемпе тивĕçтерĕç.

. Çул çитмен ачасем пур çемьесене хушма пулăшусемпе тивĕçтерĕç (3 çулчченхи ачасемшĕн амăшĕн капиталĕнчен укçа парĕç, июньтен 3-7 çулхи ачасемшĕн укçа пама пуçлĕç).

Владимир Путин çĕршывра пурăнакансене килте лармалли режима пăхăнма чĕнсе каларĕ, инфекцие çĕнтересси çынсен дисциплининчен тата яваплăхĕнчен килнине пĕлтерчĕ, пурте пĕрле тăрăшсан коронавируса çĕнтеретпĕрех терĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5