ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çĕн Ирчемес ялĕнче 2015 çулта çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнă хыççăн Уйпуç ялĕнче вырнаçнă кивĕ фельдшер пункчĕ ĕçлеме пăрахнă.
Киввине ытларах чух пăсаççĕ ĕнтĕ ăна. Уйпуç ялĕнчи фельдшер пункчĕ пулнă çурта вара темиçе çул хушши никам та тĕкĕнмен. Çак ялти Александр Кошелев каласа панă тăрăх, 2019 çулхи кĕркунне Мăн Этмен ял тăрăхĕнче черетлĕ информаци кунĕ иртнĕ чух вăл кивĕ фельдшер пункчĕн шăпипе кăсăкланнă. Вара çавăн хыççăн кивĕ çурта пăснă. Пăснă та, çурт юлашкийĕсене, хăмисене Уйпуç ялĕнчи анкартисем хыçĕнчи çырмана кайса тăкнă. Халĕ те çавăнтах выртаççĕ вĕсем. Кунта вара часах ĕнесем те çỹреме пуçлĕç...
Уйпуç ялĕнчи лавкка умĕнче вырнаçнă пулнă кивĕ фельдшерпа акушер пункчĕ. Паянхи кун çавăнта кайса пăхсан кивĕ çуртăн юлашкийĕсем çаплипех таврана сăнсăрлатса выртнине курма пулать. Кирпĕч ванчăкĕсем, хăма таткисем... Тахăшĕ тата кунта кĕленчесем килсе пăрахма та ỹркенмен. Çỹп-çап контейнерĕсем çавăнтах лараççĕ пулин те кивĕ çурт юлашкийĕсем енне вăркăнтарнă.
Ку вырăна çаплипех хăварсан часах кунта вĕлтĕрен ашкăрма пуçлĕ. Çакăн пек "илем" кỹрсе ларĕ-ши вара çак килпетсĕр вырăн Уйпуç ялне кăçал - районта Республика кунне паллă тумалли çул? Е вырăнти пуçлăхсем Республика кунĕ район центрĕ валли кăна тесе шухăшлаççĕ-ши? Уйпуçне хăнасем килмĕç-ши вара? Тепĕр тесен, тирпей-илем вăл хăнасемшĕн кăна мар-çке, таса çĕрте пурăнма пурне те килĕшет.
Ял урамĕсене таса тытассишĕн ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем кăна мар, ял çыннисем те яваплă. Тен, уйпуçсен халăхпа кар тăрса пуçтарса тирпейлемелле кивĕ фельдшер пункчĕ пулнă вырăна? Паллах, халăхпа пуçтарăнса ĕçлеме ирĕк парсан - хальлĕхе субботниксем ирттерме чарнă.
Çырмана хăмасемпе ытти ăпăр-тапăра кайса тăкнисен вара явап тытмаллах тесе шухăшлатăп. Пурте кун пек хăтлансан тавралăх пысăк çỹп-çап купине çаврăнать вĕт...
Алина ИТТИ.
Ноябрь 2024 |