Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Персе вĕлерессинчен çăлăнса юлнă

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2020, 14:28 Просмотров: 326

Пирĕн çĕршывра Аслă Отечественнăй вăрçă йĕр хăварман çемье çук пулĕ. Пирĕн çемьере те вăрçă паттăрĕ пур, вăл - Иван Степанович Андреев, манăн аннен кукашшĕ. Мăн кукаçи вăрçăра пĕрремĕш кунтанах пулнă, Берлина çитнĕ...

Иван Степанович Андреев 1921 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Туканаш ялĕнчи хресченсен - Степан Петровичпа Анаталия Тимофеевна Андреевсен - çемйинче çуралнă.

1930-1933 çулсенче Иван Андреев Туканашри пуçламăш шкулта вĕреннĕ, 1936 çулччен - Атнарти çичĕ çул вĕренмелли шкулта. 1937-1940 çулсенче вăл Вăрнарти зооветтехникумра пĕлỹ илнĕ. Анчах та алла диплом илеймен - 1940 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче ăна салтака илсе кайнă. Мĕн вăрçă пуçланичченех Иван Степанович Арменири Ленинакан хулинче полк шкулĕн курсанчĕ пулнă.

Вăрçă пуçлансан мăн кукаçи Кăнтăр фронтĕнче 541-мĕш стрелковăй полкăн отделени командирĕ пулнă. 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче ăна уринчен амантаççĕ, госпитальте сывалнă хыççăн ăна Кăнтăр Хĕвеланăç фронтне запасри стрелковăй полка отделени командирĕн тивĕçĕсене пурнăçлама яраççĕ.

1942 çулхи çулла Сталинград патĕнчи çапăçу пуçланать. Манăн мăн кукаçи те çак çапăçăва хутшăнать. Дон юханшывĕ патĕнчи çапăçура ăна пуçĕнчен амантаççĕ, вăл каллех госпитале лекет.

Сывалнă хыççăн, ноябрь уйăхĕнче, ăна разведротăна илеççĕ. Пĕррехинче разведкăна кайсан ăна тата юлташне нимĕçсем тыткăна илеççĕ, персе вĕлерме тесе çырма хĕррине илсе каяççĕ. Тăшман пăшалĕ тĕлленипе çырма хĕрринче тăраканскер, Иван Андреев тăрук çырмана кусса анса каять, унтан нимĕçсенчен тарать. Шел те, юлташне персе вĕлереççĕ...

1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче мăн кукаçи Курск хулинче çамрăк лейтенантсене хатĕрлекен курссенчен вĕренсе тухать те Прибалтика фронтĕнче миномет взвочĕн командирĕ пулса тăрать. "Багратион" операцие хутшăнать, тăшманпа çапăçса 250 километр тăршшĕ çула парăнтарать, Хĕвеланăç Двина юханшывĕ патĕнчи çапăçусене те хутшăнать. 1944 çулхи çу уйăхĕсенчен тытăнса мăн кукаçин дивизийĕ Прибалтикăна ирĕке кăларакан çапăçусене тăтăшах хутшăннă.

Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă хыççăн мăн кукаçие киле 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче яраççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса паттăрлăхпа палăрнăшăн Иван Андреева 1944 çулта "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденĕпе, Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, 1942 çулта "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн" медальпе, 1945 çулта "Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн мăн кукаçи тăван районне таврăнать. 1946 çулхи май уйăхĕнче Ишеккасси ялĕнчи Евгения Ефимовна Удиковапа çемье çавăрать. Вĕсем ултă ача çуратса ỹстереççĕ.

Мирлĕ вăхăтра Иван Андреев малтанах районти сберкассăра инспекторта тимлет, унтан - сельпон столовăй заведующийĕнче, Атнар лесничествин завхозĕнче. 1948 çултан пуçласа 1976 çулччен Туканашри Мичурин ячĕпе хисепленекен ялхуçалăх артелĕнче колхозникра вăй хурать. Мăн кукаçи пурнăçран 1976 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче уйрăлать.

Евгения Ефимовна та Çĕнтерĕве тỹпе хывнă. Вăл пĕр хушă райпотребсоюзăн бухгалтерĕнче тăрăшнă, унтан Туканашри лавккара ĕçленĕ. Ват кукамай 2016 çулта вилнĕ.

Эпĕ хамăн мăн кукаçипе мухтанатăп - вăл Тăван çĕршыва тăшманран хăтарас тесе темĕнле йывăрлăха та чăтнă, вилĕмпе юнашар çỹренĕ, анчах та парăнман. Мăн кукаçи пирки анне каласа панинчен кăна пĕлетĕп пулин те, эпĕ ăна яланах асра тытăп. Кăçал, Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнă май, пирĕн вăрçа хутшăннă пур салтака та асра тытма тепĕр хут тупа тумалла. Вĕсем хăйсене, хăйсен пурнăçĕсене шеллеменрен эпир 75 çул хушши мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнатпăр, çавăнпа та Çĕнтерĕве çывхартнă пур çынна та эпир тав сăмахĕ калатпăр.

Руслан НАУМОВ, Шупашкар хули. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1