Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăрçăра пулнă пĕртăван Столяровсем

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2020, 14:30 Просмотров: 343

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пĕр килтен темиçе çын тухса кайни те пулнă. Çакăн пек çемьесем шутне Хĕрлĕ Чутай салинчи Красноармейски урамĕнчи Столяровсем те кĕреççĕ. Пĕр çемьери сакăр ачаран аслисем, виççĕшĕ, пĕчĕклех вилнĕ. Пĕри чире пула вăрçа каяйман. Тăваттăшĕ вара - Михаил Михайлович, Даниил Михайлович, Матвей Михайлович тата Борис Михайлович - Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ. Вăрçăра та, хыççăн та кашнин хăйĕн çулĕ, хăйĕн шăпи пулнă...

Михаил Михайлович Столяров 1908 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Финн вăрçине хутшăннă. Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме вара 1942 çулта кайнă. Вăрçăра вăл юханшывсем урлă кĕпер тăвакан батальон командирĕ пулнă. Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илнĕ.

Михаил Столяров кĕçĕн сержанта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, "Хăюлăхшăн" медальпе наградăланă. Вăрçăран 1946 çулта таврăннă.

Вăрçă хыççăн сельпо лавккинче, склад заведующийĕнче ĕçленĕ. Михаил Столяров 2001 çулта вилнĕ.

Михаил Михайлович вăрçăчченех, 1935 çулта, çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе вĕсем ултă ача çуратса ỹстернĕ. Паянхи кун виçĕ хĕрĕ тата 1948 çулта çуралнă ывăлĕ Михаил пурăнаççĕ.

Даниил Михайлович Столяров 1911 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче çĕр техникумне пĕтернĕ. 1931 çулта ăна салтака илнĕ, унта вăл пулеметсен курсне пĕтернĕ. Вăрçă пуçланиччен Ленинградри çыхăну академийĕнче вĕреннĕ. 1939-1940 çулсенче Финн вăрçине хутшăннă.

Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Ленинграда хỹтĕленĕ, Будапешта ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Çакăн пирки Даниил Столяровăн медалĕсем калаççĕ: "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Будапешта илнĕшĕн". Унсăр пуçне ăна "Хăюлăхшăн", "За боевые заслуги", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе тата икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă.

Даниил Михайлович вăрçăран трофей вырăнне икĕ нимĕç аккордеонне илсе килнĕ - вăл çак инструментпа питĕ лайăх выляма пĕлнĕ.

Вăрçă хыççăн Даниил Столярова Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Çак наградăна пирĕн ентеше Мускаври Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче вăл вăхăтра ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ пулнă Вячеслав Молотов панă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулсен вĕçĕнче - 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Даниил Столяров Тĕп штабăн К.Е.Ворошилов ячĕпе хисепленекен çар академийĕнчен вĕренсе тухнă, полковник званине тивĕçнĕ. 1954-1956 çулсенче вăл Германире службăра тăнă, çар канашçи (военный советник) пулнă. Ывăлĕ (хальхи вăхăтра саппасри подполковник) аса илнĕ тăрăх, Даниил Михайлович Германире чух нимĕç офицерĕсен сăрă тĕслĕ формипе çỹренĕ, пакунĕсем кĕмĕл эрешпе илемлетнисем пулнă. Ăна BMW авто-мобильпе хĕрлĕ çỹçлĕ нимĕç ефрейторĕ илсе çỹренĕ.

Германирен таврăнсан Даниил Столяров Оборона министерствин кадрсен Тĕп управленийĕнче тимленĕ. 1960 çулта ăна Хрущевăн Совет Союзĕнчи çар çыннисен шутне пĕр миллион та икçĕр пин чухлĕ чакармалли пирки калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн саппаса янă.

Даниил Михайлович Столяров 1972 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Хĕрлĕ Чутайра пытарнă.

Матвей Михайлович Столяров 1915 çулхи августăн 5-мĕшĕнче çуралнă. Вăл çарта 1936 çултанпах пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра 64-мĕш çар штабĕн çыхăну уйрăмĕнче службăра тăнă. Унтан контрразведчик пулнă. Матвей Михайловича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, "Хăюлăхшăн" тата ытти медальсемпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн Матвей Столяров полковник КГБ-ра тимленĕ. 1972 çулта вилнĕ, Мускавра пытарнă. Матвей Столяров ỹкерме ăста пулнă, чылай картина ỹкернĕ.

Борис Михайлович Столяров 1918 çулта çуралнă. "Память наро да" сайтра ăна салтака 1941 çулхи январь уйăхĕнче илнĕ тесе çырнă. Борис Столяров лейтенант 1943 çулта Смоленск облаçĕнче вилнĕ, ăна тăванлăх масарĕнче пытарнă.

Тимофей Михайлович Столяров 1906 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ачаранах чирленĕрен, астмăпа нушаланнăран ăна вăрçа илмен. Вăл баянсем тăвакан ăста пулнă. Т.Столяров 1958 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Петр СТОЛЯРОВ, таврапĕлỹçĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1