ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
1941-1945 çулсенче кĕрленĕ, пин-пин çын пурнăçне ним шелсĕр татнă хаяр вăрçă лăпланнăранпа кăçал 75 çул çитет. Çĕнтерỹ кунĕнче эпир ирсĕр тăшмана тĕп тунăшăн, мирлĕ те тăнăç пурнăç хуçаланнăшăн савăнатпăр. Анчах та çак кун хурлăх куççульлĕсĕр те иртмест çав. Çĕршывĕпе мĕн чухлĕ çемьере хăйсен мăшăрĕсене, ывăл-хĕрне, пиччĕшĕсемпе шăллĕсене тата йăмăкĕсемпе аппăшĕсене кĕтсе илеймен... Çĕнтерỹ çав тери хакла ларнă.
Кашни килте тенĕ пекех тăванĕ вилни пирки хут килесрен шикленнĕ, ыр хыпар пĕлтерекен виç кĕтеслĕ çырусене кăна кĕтнĕ. Хальхи вăхăтра çемье архивĕнче вăрçăра пулнă çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен килнĕ виç кĕтеслĕ çырăвĕсене, вĕсен докуменчĕсемпе наградисене упракансем сахалрах пулĕ. "Эпир аттен, пиччен... медалĕсемпе ача чухне вылянине астăватăп", - тенине эпĕ сахал мар илтнĕ. Ваçкаçырминче пурăнакан Вячеслав Иванович Порейкин вара ашшĕн, Иван Никифорович Порейкинăн, çывăх çыннисем патне шăрçаланă виç кĕтеслĕ çырăвĕсене, чыслав хучĕсене, унăн ытти тĕрлĕ докуменчĕсемпе наградисене паянхи кун та типтерлĕн упрать. Вăл ашшĕн паттăрлăхĕ пирки мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем пĕлччĕр, асра тытчăр тет.
Паянхи сăмахăма малалла шăпах Иван Никифорович Порейкин пирки тăсас терĕмĕр. Вăл 1924 çулта Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă, виçĕ ачаллă çемьере ỹснĕ, унăн икĕ йăмăк пулнă. Тăшманпа çапăçма Хĕрлĕ Чутайри çар комиссариатĕнчен 1942 çулта тухса кайнă. Чи малтанах Иван Порейкин август-ноябрь уйăхĕсенче 42-мĕш гаубица артиллери полкĕнче топографи енĕпе специалист ("топовычислитель" тенĕ вырăсла) пулнă. Унтан 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнчен тытăнса 1943 çулхи августчен 839-мĕш гаубица артиллери полкĕнче çав тивĕçех пурнăçланă. Август уйăхĕнче Иван Никифорович аман нă, çавна май август-декабрь уйăхĕсенче унăн эвакогоспитальте сипленме тивнĕ. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи май уйăхĕччен Иван Порейкин 40-мĕш вĕренỹ танк полкĕнче тупăран пеме тĕллекен (наводчик) вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă. Унтан çав çулхи май уйăхĕнчен тытăнса декабрь уйăхĕччен 1022-мĕш хăй тĕллĕн куçакан артиллери полкĕнче (самоходно-артиллерийский полк) наводчикра çапăçнă. Кайран Иван Никифорович 1945 çулхи февраль уйăхĕччен 953-мĕш стрелоксен полкĕнче отделени командирĕ пулнă. 1945 çулхи февраль уйăхĕнчен тытăнса вăл 1947 çулхи март уйăхĕчченех 54-мĕш уйрăм гвардин стрелоксен батальонĕнче стрелоксен отделенийĕн командирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
1944 çулта июлĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 10-мĕшĕччен Баускшăн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Иван Порейкина Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă. Сăмах май, чыслав хутĕнче вăл хăйĕн ĕçне пĕлнĕрен тата хăюлăхпа палăрнăран автоматчиксен ушкăнне, хамăрăн пехотăна малалла кайма чăрмантаракан пĕр пулемета, тăшманăн хăй тĕллĕн çỹрекен туписене тĕп тунă. 1996 çулта вара Иван Никифоровича Жуков медалĕпе наградăланă.
И.Порейкин 1947 çулта тăван яла таврăннă. 1984 çулта ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ Иван Никифорович 1999 çулта пурнăçран уйрăлнă. Унăн амăшĕ - Перасковия Кирилловпа (1900 çулта çуралнă) - 100 çула виçĕ кун çитеймесĕр ĕмĕрлĕхех куçне хупнă, утса-ĕçлесе çỹренĕскер кресло çинче ларнă çĕртех вилнĕ.
Çапла, çулсем малалла шăваççĕ пулин те, пирĕн, юнлă хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, пур йывăрлăха та тỹснĕ, хăйсен пурнăçне шеллемен салтаксен ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен, тăванĕсен вĕсен паттăрлăхĕ пирки нихăçан та манмалла мар. Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн эпир вĕсем умĕнче пысăк парăмра.
Ноябрь 2024 |