Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕртен-пĕр, юлашки çыру

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2020, 12:38 Просмотров: 413

Çак кунсенче редакцин электрон почтине Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕçсене хирĕç кĕрешнĕ ентешĕмĕрĕн мăнукĕнчен çыру çитрĕ. Надежда Васильевна Полозина хăйĕн кукашшĕн киле янă çырăвне тата ун пирки мĕн пĕлнине çырса ячĕ.

Тимофей Николаевич Трофимов Туктамăш ялĕнче 1901 çулта çуралнă. Вăрçа ăна 1944 çулхи январь уйăхĕнче Шупашкарти çар комиссариачĕ янă. Т.Трофимов Ленинградри Хĕрлĕ ялавлă 381-мĕш дивизин 1263-мĕш полкĕн стрелокĕ пулнă.

Ку çырăва вăл Ксения Трофимовна мăшăрĕпе ачисем патне çырни паллă. Ăна вăл 1944 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çырнă. Мăшăрĕ патне унăн çак пĕртен-пĕр çырăвĕ çитнĕ. Юлашки çыру... Унта вăл çапларах çырнă: "Сывлăх сунатăп сире, хаклă ачамсем тата мăшăрăм! Сирĕн пата виççĕмĕш çыру çыратăп ĕнтĕ, пĕр хурав та илейместĕп. Сире уявпа - Майăн 1-мĕшĕпе - саламлатăп. Пурне те таса сывлăх сунатăп. Эпĕ сывă та чĕрĕ. Эсир мĕнле пурăннине çырса пĕлтерĕр. Александр сирĕн пата çырать-и? Манран кỹршĕсене салам калăр. Сирĕн Тиша".pismo

Шел те, Тимофей Трофимовăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, киле таса-сывă таврăнма пỹрмен ăна. Вăл 1944 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Карели Республикинчи Ховимяки хулинче пытарнă.

 

Т.Трофимов çыру çырнă хут вĕçĕнче М.Салтыков-Щедринăн çак сăмахĕсене куртăмăр...Трофимов çыру çырнă хут вĕçĕнче М.Салтыков-Щедринăн çак сăмахĕсене куртăмăр...

 konezpisma

Добавить комментарий