Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Мускава тăшманран хỹтĕленĕ

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2020, 12:40 Просмотров: 412

Мускав патĕнчи çапăçу 1941 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕччен пынă. Çак çапăçу "Тайфун" операци ятпа паллă.

Мускава хỹтĕленĕ çĕре СССР-ти тĕрлĕ наци салтакĕсем хутшăннă, паллах, унта чăвашсем те пулнă, çав шутра - хĕрлĕчутайсем те. 32-мĕш стрелковăй дивизийĕн 26-мĕш уйрăм фугаспа огнеметлă роти Минск-Мускав шоссе çулĕ çинчи танксем килме пултаракан вырăна хỹтĕленĕ. Çак ротăра пирĕн район çыннисем те пулнă:

. Кирилл Николаевич Синдряков, 1914 çулта Хăмарккара çуралнă, унччен Хасан патĕнче яппунсемпе çапăçнă;

. Павел Михайлович Петров, 1910 çулта Атнарта çуралнă;

. Михаил Сергеевич Тимешков, 1915 çулта Хăмарккара çуралнă;

. Захар Михайлович Гусельщиков, 1906 çулта Хĕрлĕ Чутайра çуралнă;

. Григорий Петрович Волков, 1907 çулта Хĕрлĕ Чутайра çуралнă;

. Андрей Федорович Кожевников, 1907 çулта Хĕрлĕ Чутайра çуралнă.

Вĕсем вăрçа Хĕрлĕ Чутайри райвоенкомат урлă пĕр командăра 1941 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче тухса кайнă.

1941 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем Мускав çывăхĕнчи Акулево тата Дьютково ялĕсем çывăхĕнче тапăнса вăрçма пуçланă. 26-мĕш уйрăм фугаспа огнеметлă ротăн пĕрремĕш взвочĕ Дьютково патĕнче вырнаçнă, иккĕмĕшĕ - Акулево патĕнче. Пирĕн çарсем малтанах калаçса татăлнă планпа тỹрех пемен. Тăшман 50 метра çывхарсан иккĕмĕш взвод пĕр харăс темиçе огнеметран пеме пуçланă. 100 метр сарлакăшĕпе вут-çулăм алхаснă. Тăшманăн малта пыракан виçĕ танкне тата пĕр рота салтакĕсене тĕп тунă. Хăраса ỹкнĕ фашистсем каялла тарма тытăннă. Пирĕн салтаксем вĕсене пере-пере вĕлернĕ.

Çак çапăçура Кирилл Синдряков хĕрлĕармеец вăрман уçланкинче нимĕçсен танкне тата ăна юсама хăтланакан экипажа асăрханă. Синдряков çакăн пирки юлташĕсене пĕлтернĕ хыççăн иккĕмĕш взвод огнеметран персе çав танка тата унăн экипажне çунтарса янă.

Иккĕмĕш взвод огнеметран пенипе тăшмансем окопĕсенчен туха-туха тарнă. Пĕрремĕш взвод вара Дьютково патĕнче тăшманăн ротине "ăшаланă".

26-мĕш ротăн икĕ салтакĕ тăшман ункинче юлнă усă курман огнеметсене сыхланă. Командир хушнипе Павел Петров салтак, тăшман пенине пăхмасăр, огнеметсене сыхлакансем патне апат илсе çитерсе панă.

Унччен тăшман Мускав еннелле тапăнса пынă пулсан, декабрĕн 5-мĕшĕнчен совет çарĕ Мускав патĕнче контрнаступлени пуçланă, нимĕçсене Мускавран аяккалла хăвалама тытăннă.

СССР Правительстви тата Аслă Главнокомандующий 26-мĕш уйрăм фугаспа огнеметлă ротăн командирĕсемпе салтакĕсен паттăрлăхне пысăка хурса хакланă. Ротăна Хĕрлĕ Ялав орденне парса чысланă. 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕнчи хушупа 15 командирпа салтака орденсемпе наградăланă, вĕсен шутĕнче Павел Михайлович Петров Хĕрлĕ Ялав орденне, Кирилл Николаевич Синдряковпа Михаил Сергеевич Тимешков Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.

Хушура çапла çырнă (вырăсла кĕскетсе илсе паратăп): "От имени Президиума Верховного Совета Союза ССР за образцовое выполнение боевых заданий Командования на фронте борьбы с немецкими захватчиками и проявленные при этом доблесть и мужество - награждаю: ОРДЕНОМ КРАСНОГО ЗНАМЕНИ Красноармейца ПЕТРОВА Павла Михайловича, бойца-огнеметчика. ОРДЕНОМ КРАСНОЙ ЗВЕЗДЫ Красноармейца СИНДРЯКОВА Кирилла Николаевича, бойца-огнеметчика. Красноармейца ТИМЕШКОВА Михаила Сергеевича, бойца-огнеметчика.

СССР Аслă Канашĕн 1944 çулхи майăн 1-мĕшĕнчи Указĕпе "Мускава хỹтĕленĕшĕн" медаль кăларма йышăннă. 26-мĕш огнеметлă ротăра çапăçнă пирĕн ентешсем - Григорий Петрович Волков рядовой, Захар Михайлович Гусельщиков рядовой, Андрей Федорович Кожевников рядовой, Михаил Сергеевич Тимешков аслă сержант, отделени командирĕ - 1944 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче çак медале тивĕçнĕ.

Мускава хỹтĕленĕ пирĕн ентешсен малашнехи шăпи мĕнлерех пулнă-ха?

. Кирилл Синдряков 1944 çулхи майăн 18-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Украинăри Волынск облаçĕнчи Боратки ялĕнче пытарнă. Ыттисем тăван тăрăха таврăннă:

. Григорий Волков йывăр аманнă хыççăн килне 1944 çулта инвалид пулса таврăннă. "Мускава хỹтĕленĕшĕн" медальсĕр пуçне ăна çавăн пекех виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе, пĕрремĕш степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă. Мирлĕ вăхăтра колхозра ĕçленĕ.

. Захар Гусельщикова йывăр аманнă хыççăн пĕр хушă хыпарсăр çухалнă тесе шутланă, анчах та вăл вăрçă хыççăн килне таврăннă, темиçе çул хушши колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Ăна та Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

. Андрей Кожевников та таврăннă, ăна 1945 çулта "Хăюлăхшăн" медальпе тата иккĕмĕш степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă.

. Павел Петров вăрçăран таврăнсан колхозра ĕçленĕ, 1969 çулта вилнĕ.

. Михаил Тимешков çỹлерех асăннă наградăсемсĕр пуçне 1944 çулхи август уйăхĕнче виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ, 1945 çулхи март уйăхĕнче - иккĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденне, 1985 çулта - пĕрремĕш степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденне.

Петр СТОЛЯРОВ, таврапĕлỹçĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1