Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Фронтра та, тылра та Çĕнтерĕве çывхартнă

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2020, 12:42 Просмотров: 651

Мăн кукаçин паттăрлăхĕ

prohorovМанăн мăн кукаçи Иван Иванович Прохоров 1919 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă. Ăна 1939 çулта çара илнĕ. Вăл СССР Шалти ĕçсен комиссариачĕн Прибалтика çарĕсен 71-мĕш бригадин 175-мĕш стрелковăй полкне лекет.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан мăн кукаçин полкĕ тăшманпа çапăçма пуçлать. Иван Прохоров кĕçĕн сержант та ыттисемпе танах çапăçать.

1941 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнчен мăн кукаçин бригадине Кăнтăр фронтне куçараççĕ, 37-мĕш çар йышне кĕртеççĕ. Ростов облаçĕнче вырнаçнă полк тĕрлĕ çар задачисене пурнăçланă. Çав çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа мăн кукаçине Ростов облаçĕнчи Дебальцеври чугун çул станцийĕн районне куçарнă - вăл 12-мĕш çар йышне кĕнĕ.

Вăл вăхăтра Дебальцевра çапăçусем пынă, Иван Иванович чугун çул станцине ирĕке кăларас ĕçе хутшăннă, паттăрлăхпа палăрма пултарнă. Станцишĕн пынă çапăçусенче мăн кукаçине пирĕн чаçсене малалла кайма чăрмантаракан тăшман пухăннă икĕ вырăна пĕтерме хушнă. Иван Прохоров мĕн хушнине пурнăçланă: çапăçусем вăхăтĕнче вăл чакса пыракан тăшман çине минометран пеме тытăннă, тăшмана аркатнă. Çав хушăра ун çумĕнчех мина çурăлса кайнă, сылтăм урине амантнă. Станцие ирĕке кăларнă хыççăн Иван Прохорова госпитале сипленме янă, унта мăн кукаçи 3 уйăх та 14 кун пулнă.

Станцие ирĕке кăларнă чух паттăрлăх кăтартнăшăн Иван Прохорова "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медальпе чысланă.

1942 çулхи март уйăхĕнчен тытăнса мăн кукаçи СССР Шалти ĕçсен комиссариачĕн стрелоксен 5-мĕш дивизийĕн 36-мĕш мотострелковăй полкăн 88 тата 120 миллиметрлă минометсен минометчикĕ пулса отделени командирĕн должноçĕнче службăна малалла тăснă.

1944 çултан пуçласа мăн кукаçи Прибалтика территорийĕнче вăрттăн ĕçлекен националистсемпе кĕрешнĕ. Преступниксемпе кĕрешме питĕ хăрушă пулнине аса илетчĕ мăн кукаçи: патруле вĕсем пилĕккĕн-улттăн кайнă, каялла иккĕн е виççĕн çеç таврăннă.

Çĕнтерỹ кунне мăн кукаçи шăпах Прибалтикăра кĕтсе илнĕ. Тăван яла вăл 1946 çулхи декабрь уйăхĕнче çеç таврăннă. Килте ăна мăшăрĕ Анастасия Семеновна тата хĕрĕ Нина кĕтнĕ. Сăмах май, Нина ашшĕ салтака кайсан, 1940 çулта çуралнă - çавăнпа та мăн кукаçи ăна вăрçăран таврăнсан тин курнă.

Вăрçă хыççăн Иван Ивановичпа Анастасия Семеновна тепĕр пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, çын тунă. Мирлĕ вăхăтра мăн кукаçи малтанах "Çĕнĕ пурнăç" колхозра, каярахпа "Путь Ильича" колхозра, унтан СХТ-ра ĕçленĕ. Иван Прохоровăн пурнăçĕ 1990 çулта татăлнă.

Вăрçă вăхăтĕнче тата хыççăн мăн кукаçи "Кавказа хỹтĕленĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн", "Киева хỹтĕленĕшĕн", "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медальсене, Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденне, юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.

Çапла эпĕ хамăн мăн кукаçи вăрçăра чăн-чăн паттăр пулнине пĕлтĕм. Темĕнле йывăрлăха та парăнман, вилĕмрен те хăраман вăл! Паянхи кун Иван Прохоровăн пилĕк ачи, 12 манукĕ, 19 кĕçĕн мăнукĕ тата кĕçĕн мăнукĕсен пилĕк ачи ăна асра тытаççĕ, унпа мухтанаççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.

Мăн асаннен хастарлăхĕ

serinaМанăн мăн асанне, 1909 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайра çуралса ỹснĕ Анна Тимофеевна Серина, Çĕнтерĕве çывхартас тесе нумай ĕçленĕ.

Вăрçă пуçлансан унăн мăшăрĕ Федор Степанович тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Анна Тимофеевна пилĕк ачапа пĕчченех тăрса юлнă. Вĕсене тăрантармалла, çав хушăрах ĕçе те çỹремелле - мĕн тери йывăр пулнă!

1942 çулта упăшки хыпарсăр çухални пирки çыру килнĕ. Мăн асанне малалла хăйне çеç шанмаллине ăнланнă. Йывăрлăхсем çакăнпа вĕçленмен - йывăр чирленĕ хыççăн икĕ ывăлĕ вилнĕ. Анчах та мăн асанне пуçне усман, малаллах утнă. Вăрçă çулĕсенче вăл колхозра ĕçленĕ, 922 ĕç кунĕ тунă. Аван ĕçленĕшĕн ăна "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хастарлăхшăн" медальпе чысланă.

Мĕн чухлĕ йывăрлăх витĕр тухман пулĕ мăн асанне, ăна мĕнле йывăр пулнине хăй кăна пĕлнĕ ĕнтĕ...

Унăн вăрçă хыççăнхи пурнăçĕ те çăмăл пулман - юхăннă çĕршыва ура çине тăратассишĕн ырми-канми вăй хунă. Вăрçă хыççăн ват асанне тав çырăвĕсене, юбилей медалĕсене тивĕçнĕ. Ачисем ỹссе çитсен ăна пулăшсах пынă-ха ĕнтĕ, çавăнпа мăн асаннене кăштах çăмăлрах пулнă.

Хастар пулнăшăн шăпа вăрăм кун-çул парнеленĕ ĕнтĕ ăна, мăн асанне 95 çулччен пурăннă, 2004 çулта вилнĕ.

Максим УХТЕРОВ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1