Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Çĕнтерỹ валли 100 балл"

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2020, 12:43 Просмотров: 406

Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ валли 100 балл" акци Вĕрентỹпе ăслăлăх сферинчи федераллă асăрхав служби пуçарнипе иртет. Кăçал вăл улттăмĕш хут пулать, анчах та пĕтĕмпех "онлайн" режимпа - пĕрремĕш хут.

Кăçал акцие Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалланă, 100 балл пухнисем пулас выпускниксене историпе пĕрлехи патшалăх экзаменне (ЕГЭ) ăнăçлă мĕнле тытмалли пирки каласа параççĕ. Районта историпе пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухакансем пулман. Сăмахран, Çĕн Атикасси шкулĕн 2019 çулхи выпускникĕ Александра Скворцова историпе 89 балл пухма пултартнă.

Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухнă выпускниксем çулсерен акци шайĕнче тĕрлĕ мастер-классем ирттерççĕ, аслă классенче вĕренекенсене хăйсен опычĕпе тата экзаменсене ăнăçлă хатĕрленес вăрттăнлăхсемпе паллаштараççĕ. Мероприяти шкул ачисен экзаменсене хатĕрленессипе çыхăннă шикленĕвне чакарас, ăнăçăва шанас туртăмне çĕклес тĕллевлĕ.

Акцие хастар хутшăнакансем, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче 100 балл пухнисем, хальхи вăхăтра çĕршывăн чи лайăх вузĕсенче вĕренеççĕ, вĕсем хăйсен экзамен тытассипе çыхăннă пĕлĕвĕпе тата шухăш-кăмăлĕпе паллаштарма яланах хавас.

Светлана ПАХИНОВА, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 2019 çулхи выпускникĕ, "Вĕренỹри уйрăм çитĕнỹсемшĕн" медале тивĕçнĕ:

- Эпĕ тăватă предметпа - математика, вырăс чĕлхи, биологи, хими - экзамен тытрăм. Биологипе 10-мĕш класра вĕреннĕ чухнех хатĕрленме тытăнтăм, мĕншĕн тесен хам пурнăçа медицинăпа çыхăнтарассине пĕлеттĕм.

Çулталăкĕпех вĕрентекен сĕннĕ литературăна вуларăм, ФИПИ банкĕнчен илнĕ ĕçсене пурнăçларăм, "Решу ЕГЭ" сайтри ĕçсене тăваттăм. "Вконтакте" социаллă сетьри "Вебинариум" тата "УМСКУЛ" ушкăнсем питĕ пысăк пулăшу пачĕç. Математикăпа эпĕ питех нумай ларман, мĕншĕн тесен медицина енĕпе вĕренме кĕме база пайне тытни те çителĕклĕччĕ. Уроксенче вара учительпе пĕрле яланах тĕплĕн тишкернĕ, йăнăшсене сỹтсе явнă, ку е вăл задачăн тупсăмне шыранă. База пайне тытма маншăн ку çителĕклĕччĕ.

Вырăс чĕлхипе те маншăн йывăрлăх пулман, пире шкулта 10-мĕш класрах хатĕрлеме пуçларĕç. Ятарлă пособисем манăн пулман, ĕçсене "Решу ЕГЭ" сайтран илеттĕм. Кунта та "Вконтакте" социаллă сетьри "Вебинариум", "УМСКУЛ" тата "Sattarovfamily" ушкăнсем питĕ пулăшрĕç. Унти вебинарсенче кашни задание тĕплĕн тишкеретчĕç. Мĕн те пулин ăнланмасан чатра кашниех ыйту пама пултарни пахаччĕ. Ун пек чухне преподаватель кашнине уйрăммăн ăнлантарса паратчĕ. Ушкăнсенче ку е вăл правилăна лайăхрах астуса юлма пулăшакан таблицăсем ярса паратчĕç. 10-мĕш класс тест ĕçĕсене пурнăçласах иртрĕ теме пулать. 11-мĕш класра вара эпĕ сочинени çырасси çине пысăк тимлĕх уйăртăм, тĕп аргументсем тупма ют çĕршыв литературине вуларăм.

Химипе 9-мĕш класра та экзамен тытрăм пулсан та, маншăн вăл йывăртарахчĕ. Ун пирки 11-мĕш класăн пĕрремĕш çур çулĕ вĕçленсен кăна тĕплĕн шухăшлама тытăнтăм. Экзамена лайăх хатĕрленсе çитеймесрен питĕ хăраттăм. Вĕренме хавхалантаракан сăлтав та, кăмăл та, калăпăшлă информацие мĕнле йĕркепе вĕренмелли план та çукчĕ. Телее, вĕренĕве пуçăнма тата умри çул-йĕре палăртма пулăшакан çынсем тупăнчĕç. Юлашки пилĕк уйăхне эпĕ химипе кăна лартăм. Каллех вебинарсем, ютуб-каналсем тата "Вконтакте" социаллă сетьри ушкăнсем питĕ пулăшрĕç. Хама хам нихăçан та шанман эпĕ, пилĕк уйăх хушшинче экзамена хатĕрленсе çитейместĕп пулĕ тесе шутлаттăм. Анчах та пирте пысăк никĕс хывнă иккен, ун пирки эпир шутласах та каймастпăр.

Экзаменсем хумханусăрах иртсе кайрĕç. Эпир пĕтĕмпех ỹстерсе йышăнма хăнăхнă, чăннипе вара çаплах хăрушă та мар иккен. Халĕ эпĕ Нижний Новгород хулинчи Атăлçи тĕпчев медицина университетĕнче вĕренетĕп. Ку вĕренỹ заведенине ăнсăртран суйласа илтĕм, куншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2