Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Уçăлса çỹреме юрать, анчах йышлăн пухăнмалла мар

Категория: Общество Опубликовано: 15.05.2020, 10:31 Просмотров: 369

Майăн 11-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин коронавируспа çыхăннă канашлу ирттерчĕ, майăн 12-мĕшĕнчен тỹлевлĕ канмалли кунсем вĕçленнине пĕлтерчĕ. Анчах та регионсен хăйсен тăрăхĕнчи коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва кура самоизоляци режимне тăсасси пирки йышăну тумаллине каларĕ.

Майăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хăйĕн кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи Указне улшăнусем кĕртрĕ.

Улшăнусемпе килĕшỹллĕн, республикăра пурăнакансем халĕ уçă сывлăшра физкультура тума пултараççĕ, анчах та юнашар икĕ çынран ытла пулмалла мар, вĕсен хушши пилĕк метр пулмалла.

Çавăн пекех урамра уçăлса çỹреме те юрать, анчах та икшерĕн кăна. Ашшĕ-амăшĕ урама ачисемпе тухма пултараççĕ (вĕсем миçе пулни пĕлтерĕшлĕ мар), анчах та вĕсен ытти граждансенчен 1,5 метр дистанцие пăхăнса çỹремелле. Ача-пăча площадкисемпе халăх йышлă пухăнакан ытти вырăнсене кĕме юрамасть.

Çав хушăрах уйрăм йышăну тăвиччен обществăлла транспортра, таксире, лавккасенче, аптекăсенче, парикмахерскисенче пурин те маскăсем тăхăнмалла.

Республикăра ĕçлекен предприятисемпе организацисен ертỹçисем унти санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕшĕн яваплă: сотрудниксенне кашни кун кĕлетке температурине виçмелле, пỹлĕмсене тасатсах тăмалла, уçăлтармалла, дезинфекци тумалла, ятарлă ультрафиолетлă лампăсемпе усă курмалла тата ытти те. Унсăр пуçне ертỹçĕсен ĕçлекенсене дезинфекци тумалли япаласемпе, маскăсемпе, перчеткесемпе тивĕçтермелле. Май пур таран ытларах ĕçчене дистанци мелĕпе килте ĕçлеме куçармалла. Ĕçе çỹрекенсене ятарлă справкăсемпе тивĕçтермелле.

65 çултан иртнĕ çынсен тата вăраха кайнă чирсем пуррисен самоизоляци режимне пăхăнмалла.

Майăн 14-мĕшĕнче 16 сехет тĕлне республикăра коронави-руспа чирлĕ 1439 çынна тупса палăртнă, вĕсенчен 344-шĕ сывалнă. Районта пурĕ коронавируспа 22 çын чирленине регистрациленĕ, вĕсенчен 16-шĕ сывалнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2