ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Район çыннисене çулсем унта та кунта шăтăк-путăкланса кайни, транспортпа çỹреме кансĕр пулни çулсеренех калаçтаратчĕ. Кăçал район территорийĕнче Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине уявлама хатĕрленсе ирттерекен мероприятисен шайĕнче çул-йĕр инфратытăмне çĕнетме палăртни чылайăшне савăнтарать.
Хальхи вăхăтра район территорийĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем темиçе çĕрте харăс пыраççĕ. Çул юсас ĕçсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров тимлĕхре тытать. Нумаях пулмасть вăл объектсене çитсе курса унти ĕçсемпе паллашнă. Ĕнер вара районта Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Михайлович Осипов пулнă, райадминистраци çуртĕнче район ертỹлĕхĕпе тата подрядчиксемпе канашлу ирттернĕ. Калаçу тĕрлĕ объектсенче пыракан юсав ĕçĕсем пирки пынă.
Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă почта уйрăмĕнчен тытăнса Завод урамĕ тăрăх республика çулĕ çине тухмалли çул çинче "Дортех" ТЯО ĕçченĕсем хĕрсех ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне ку подрядчик тата икĕ участок çинчи юсав ĕçĕсене пурнăçлĕ: Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен пуçласа "Хастар" ФСК патне çити пыракан тата Хĕрлĕ Чутай салин Ленин урамĕнчи çулсене. Почтăран пуçласа Завод урамĕнчи 727 метр тăршшĕ çул çинче кивĕ асфальт сийне хырса тухнă. Халĕ бордюрсем вырнаçтарма тытăннă. Хума палăртнă 568 бордюртан 140-шне кунта вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра çула танлаштаракан сий сарма пуçласшăн. Кунти çул-йĕр ĕçĕсем контрактпа июнĕн 20-мĕшĕнче вĕçленмелле.
Шкултан тытăнса "Хастар" спорткомплекс патне çити пыракан çул çинче те ĕçсем пыраççĕ. Кунта та асфальтăн çиелти сийне çĕнетесшĕн. Çавăн пекех автомашинăсем валли парковка йĕркелесшĕн. Паянхи куна кивĕ бордюрсене сỹтсе тăкнă, парковка тăвас енĕпе вăй хураççĕ.
Хĕрлĕ Чутай салин Ленин урамĕнчи 876 метр тăршшĕ çул çинчи асфальтăн кивĕ сийне те хырса илнĕ. Çанталăк чăрмав кỹмесен çитес эрнере асфальт сарма тытăнас шутлă. Подрядчик пур участокри ĕçсене те маларах пĕтерме шантарать.
"Сура - Ишеккасси" автомобиль çулĕ çинче ĕçлеме "ДРСУ" ТЯО аукцион çĕнсе илнĕ. Кунта та ĕçе пуçăннă. Контрактпа килĕшỹллĕн, кивĕ сие хырнă хыççăн çула танлаштаракан сий, унтан вара асфальт сарма пăхса хунă. Юсав 2,25 километр тăршшĕ çула пырса тивĕ. Çитес эрнере асфальтпа бетон сарма пуçласшăн.
Хĕрлĕ Чутай салин Çамрăксен III-V-мĕш урамĕсенче вара щебень сарасшăн. Ку енĕпе аукцион çĕнтернĕ В.Фондеркин уйрăм предпринимательпе муниципаллă контракт çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра ку объект çинче хăйăр тата щебень сарас ĕçсем пыраççĕ. Çав хушăрах ĕçченсем шыв юхмалли пăрăхсем хураççĕ.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |