ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хальхи вăхăтра районти чылай ялти çуртсенче тĕтĕм сỹнме пуçлани, хăш-пĕр çĕрте урамĕ-урамĕпех çуртсем пушă ларни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та çамрăксем ялтах юлса çемье çавăрни, çĕнĕ çуртсем çĕклени кăмăла çĕклет.
Ишеккасси ялĕнче те паянхи кун пушă ларакан кивĕ çуртсем çук мар. Çав хушăрах çакăн пек çуртсем вырăнне çамрăксем çĕннисене лартнине те палăртса хăварас килет. Çакăн пек çамрăксенчен пĕрисем - Александрпа Юрий Орловсем.
Сашăпа Юра - йĕкĕрешсем, вĕсем 1990 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан Çĕмĕрлери техникумра вĕренсе электрик профессине алла илнĕ, унтан салтака кайнă.
Вăхăт çитсен çемье çавăрма вĕсем хамăр район хĕрĕсенех суйласа илнĕ.
Александр Орлов 2014 çулхи июнь уйăхĕнче Туктамăш хĕрĕпе Светлана Яндрайкинапа пĕрлешнĕ. Хальхи вăхăтра Александрпа Светлана Орловсен икĕ ача ỹсет: кăçал ноябрьте 5 тултаракан Егор тата сентябрьте виçĕ çул тултаракан Ксения. Александр республика тулашне ĕçлеме çỹрет, Светлана "Пилеш" ача садĕнче воспитатель пулăшуçинче тăрăшать.
Юрий Орлов 2014 çулхи декабрь уйăхĕнче Тракушкăнь ялĕнче çуралса ỹснĕ Лидия Храмовапа çемье çавăрнă. Паянхи кун Юрийпа Лидия Орловсен икĕ ача - 5 çулхи Кирилл тата виçĕ çулхи София. Юра та йĕкĕреш хăраххи пекех республика тулашне ĕçлеме çỹрет, Лидия Çĕмĕрлери ача садĕнче ĕçлет.
Çемье çавăрсан йĕкĕрешсем тăван ялĕнчех тĕпленме шут тытнă. Мăшăрĕсем те ялта çурт лартса пурăнма хирĕç пулман. Сашăпа Светлана - Ишеккасси ялĕн Тĕп урамĕнче, Юрийпа Лидия Вăрман урамĕнче пысăк та капмар çуртсем çĕклерĕç. Хальлĕхе вĕсем çĕнĕ çурчĕсене пурăнма куçман-ха, шал енчен тумалли ĕçсемпе тăрмашаççĕ. Палăртмалла, çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ чух Орловсем амăшĕн капиталĕн укçипе усă курнă.
Александрпа Юрăна пулăшса, тĕрев парса пыраканни, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшаканни - вĕсен ашшĕ Сергей Аркадьевич. Ашшĕпе ывăлĕсем хальхи вăхăтра Владимир хулинчи стройкăра пĕрле ĕçлеççĕ. Сашăпа Юра иккĕшĕ те питĕ ĕçчен çамрăксем, вĕсен алли çыпăçман ĕç çук та пулĕ. Аякра ĕçленĕ хушăрах çывăх çыннисемпе тăванĕсем, юлташĕсем пулăшнипе капмар çуртсем çĕклеме пултарчĕç. Йĕкĕрешсем питĕ туслă пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшсах тăраççĕ, пĕрле канма та вăхăт тупаççĕ.
Пĕртăван Орловсем пек çемье хаклăхне мала хуракан çамрăксенчен пурте тĕслĕх илсен питĕ лайăх пулĕччĕ, районта пушă ларакан çуртсем те сахалланĕччĕç, ялсенче ача-пăча сасси те янăрасах тăрĕччĕ.
А.КАРПОВА
Ноябрь 2024 |