Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чирлекенсен шучĕ ỹссех пырать

Категория: Общество Опубликовано: 22.05.2020, 12:10 Просмотров: 334

Майăн 18-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тунтикунсерен правительство членĕсемпе иртекен канашлура Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе çыхăннă ыйту власть органĕсен тимлĕхĕнчен тухманнине пĕлтернĕ.

Коронавируспа чирлисене кунсерен тупса палăртасси хальлĕхе пысăк шайра тăрать. Талăкне 100 яхăн çынна тупса палăртни те пулнă. Анчах та чирлисене малтанхи тапхăртах тупса палăртни вĕсене стационарта сиплесси патне илсе çитермест, чир çăмăллăн иртсе каять.

Апла пулин те, Олег Алексеевич шухăшĕпе, республикăри эпидемиологи лару-тăрăвĕ çав-çавах кăткăс-ха. Çавна май унччен йышăннă çирĕп мерăсене çемçетесси пирки калама иртерех. "Санитарипе эпидемиологи нормисене тата вăйлăрах пăхăнмалла. Чи малтан яваплă должноçсенчи çынсен тата тивĕçлĕ ĕç-хĕле пурнăçлакан хăш-пĕр предприятин уйрăмах тимлĕ пулмалла", - тенĕ республика ертỹçи.

Чирлекенсен шучĕ пĕр эрне пĕр пек шайра тăрсан лару-тăрăва çемçетесси пирки калаçма пулать. Хальлĕхе вара çирĕп мерăсене пăхăнса пурăнма тивет. Общество транспортĕнче, лавккара, аптекăра, парикмахерскисенче, çынсем йышлăн пухăнакан ытти вырăнта хỹтĕлекен хатĕрсем (маска, респиратор) тăхăнмалли пирки манмалла мар. Эпидемиологи правилисене пăхăннине сăнаса тăрассине вăйлатнă. Çав хушăрах Раççейри социаллă тĕпчевсен экспертлă институчĕ регионсем коронавируспа кĕрешнин тухăçлăхне тишкернĕ. Медицина персоналне пулăшупа тивĕçтерессипе Чăваш Республики аван ĕçленине палăртнă. Чăваш Енре федераллă пулăшăва тивĕçеймен, анчах та коронавирус инфекцийĕпе кĕрешессине хутшăнакан медицина ĕçченĕсене регионти тỹлевсем параççĕ. Çакна валли 28 миллион тенкĕ уйăрнă.

Майăн 20-мĕшĕнче районти ятарлă мобильлĕ ушкăн граждансем эпидемие хирĕçле мерăсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров ертсе пыракан ушкăн суту-илỹ объекчĕсене, парикмахерскисене çитсе курнă, кунта килекенсем маскăсем тăхăннине, дистанцие пăхăннине тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен районти çынсем ятарлă мерăсене пăхăннине палăртнă, маскăсем тăхăнман темиçе çынна асăрхаттарнă.

Кун пек рейдсене малашне те ирттерме палăртнă.

Майăн 21-мĕшĕнче 16 сехет тĕлне республикăра коронавируспа чирлĕ 2014 çынна тупса палăртнă, вĕсенчен 629-шĕ сывалнă, 9 çын вилнĕ. Районта пурĕ коронавируспа чирлĕ 24 çынна регистрациленĕ.

А.СЕМЕНОВА. 

Добавить комментарий