Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пирĕн район - "симĕс" зонăра

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2020, 09:38 Просмотров: 320

Анчах çăмăллăн сывласа яма иртерех-ха

Майăн 22-мĕшĕнче республикăри коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттармалли оперативлă штабăн ларăвĕнче районсене унта инфекци мĕнле сарăлнине кура зонăсем çине пайланă.

Коронавирус чи анлă сарăлнă ултă районпа икĕ хулана "хĕрлĕ" зонăна кĕртнĕ. Пирĕнпе кỹршĕллĕ Етĕрне хули тата районĕ шăпах çак зонăра. Хĕрлĕ Чутай районĕ "симĕс" зонăна кĕнĕ - кунта лару иртнĕ тĕле республикăри ытти районсемпе танлаштарсан коронавируспа чирлисем чи сахаллисем пулнă.

Анчах та хальлĕхе çăмăллăн сывласа яма иртерех-ха. Чирлисен шучĕ, Етĕрне районĕнчи пек хăвăрт мар пулсан та, районта та ỹссе пырать. Лару-тăру кỹршĕсенни пек ан пултăр тесен пирĕн асăрханулăх мерисене пăхăнсах тăмалла, халăх нумай пухăнакан вырăнсене хỹтĕлев маскисемсĕр кĕмелле мар. Ытти регионсенчен килекенсен 14 кун хушши килтен тухса çỹремелле мар.

Оперативлă штабăн ларăвĕнче Алла Салаева вице-премьер районсенчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ мĕнле пулнишĕн муниципалитетсен ертỹçисем яваплă пулнине каланă. Çавăнпа та чирлекенсен шучĕ питĕ ỹссе кайнă Етĕрне районĕн тата Етĕрне хулин администрацийĕсен пуçлăхĕсем çак эрнере хăйсен ирĕкĕпе отставкăна кайнă.

 Етĕрне районĕнче вара чарусене икĕ эрнелĕхе татах çирĕплетнĕ, унта пырса кĕнĕ çĕре ятарлă постсем лартнă.

Республикипе илсен те чару мерисене тапхăрăн-тапхăрăн пĕтерсе пымалли вăхăт çитнĕ теме иртерех. Çакна валли инфекци сарăлнин коэффициенчĕ 1 пулмалла, майăн 26-мĕшĕ тĕлне вара 1,18 пулнă; чирлисене йышăнма хатĕр койкăсен коэффициенчĕ 50 процентпа танлашмалла, пирĕн республикăра вара - 34 процент çеç. 100 пин çын пуçне коронавирус чирне тупса палăртмалли анализ илни 70-тен сахал пулмалла мар - республикăра майăн 19-мĕшĕнчен пуçласа майăн 25-мĕшĕччен ку кăтарту 94,7 пулнă.

Майăн 28-мĕшĕнче 16 сехет тĕлне республикăра коронавируспа чирлĕ 2626 çынна тупса палăртнă, вĕсенчен 1095-шĕ сывалнă, 12 çын вилнĕ.

Пирĕн районта пурĕ коронавируспа чирлĕ 46 çынна регистрациленĕ, 20-шĕ сывалнă.

А.СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий