ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çак кунсенче Карăкçырми ялĕнче пулма тỹр килчĕ. Яла кĕричченех - лавкка. Унта çити трасса енчен асфальт çул выртать. Ялалла ешĕл йывăç аллейи тăрăх çулпа утмалла. Кунтах серте çаранĕ кавир пек сарăлса выртать. Карăкçырмисем хитре вырăнта пурăнаççĕ иккен. Анчах та çук. "Вăрман" вĕçленсенех куç умне нĕрсĕр ỹкерчĕк тухрĕ. Урам хушшинчи çăрса пĕтернĕ çул тăрăх резина атăсăр утаймăн, курăк çийĕн те шыв выртать.
Çак ял пысăках мар. Кунта пĕр Тĕп урам кăна. Халăхĕ те сахал. Ытларах çу кунĕсенче кăна хулари халăх канма, сад-пахчара ĕçлеме килет. Ялта тĕпленнисем пĕлтернĕ тăрăх, урам хушшинчи çула шăпах хăнасем машинăпа чупса çăрса пĕтереççĕ. Ачаранах, çамрăкранах ялта пурăнакансем мар. Кăçал - пушшех те. Ял çыннин çак урампа куллен утмалла. Çавăнпа та вăл хăйĕн техникипе урама çăрса нĕрсĕрлентермĕ. Машинине лавкка патне, лапра çине кĕриччен пĕр-пĕр çурт çывăхне лартса хăварать, унтан кил умне çуранах утать. Хăшĕ-пĕри анкарти хыçне те хăварать. Пулĕ пĕр иккĕн-виççĕн йĕпе-сапара та хăйĕн килĕ патне техникипе кĕрекенни тата çуртсем çумĕпе çĕнĕ çул хываканни. Сĕт пуçтаракан машина та халăх нушине туять, ял хушшине çăрса çỹремест.
Урамăн пуçламăшĕнчен пуçласа вĕçнех утса тухрăм. Ун тăршшĕпех çула техника пăсса-çăрса пĕтернĕ. Хирĕçле пурăнакан кỹршĕ патне каçас пулсан чĕркуççи таран резина атă тăхăнмалла. Калуш тăхăнсан пĕр 30-50 метр типĕрех вырăн шыраса утмалла. Акă çул çинче лавкканалла утакан аслă ỹсĕмри арçынна тĕл пултăм. Вăл та çула тĕрлĕ техника çăрса пĕтернипе кăмăлсăр. "Капла ял та пĕтет. Çамрăксем хулана тарса пĕтеççĕ ак", - терĕ вăл. Сăмах май, çак кунсенче мăшăрне япăх пулнă пирки пĕлтерчĕ арçын. Çавăнпа та васкавлă пулăшу машинине чĕнме тивнĕ унăн. Мĕн тетĕр, вăл та чăрмавсăр çитеймен, кĕрсе ларнă, кинемее çăлма аран çитнĕ. Пулăшу вăхăтра çитеймесен вилсе кайма та пулать капла.
Паллах, çанталăкĕ те кăçал çумăрлă тăрать, çĕр ниепле те типсе çитеймест. Тĕрĕссипе, техникăна йĕпе-сапара кайла-майла чуптармасанах ялти çула йĕркене кĕртме пулать. "Урам хушшинчи çул, ытти çулхисемпе танлаштарсан, самай япăхрĕ. Çĕнни пирки ĕмĕтленмелли анчах юлать ĕнтĕ", - терĕç юлашкинчен ял çыннисем пăшăрханăвне пытармасăр.
Çитес вăхăтра Карăкçырми урамĕн çулĕ йĕркене кĕрессе, сăн-сăпачĕ илемленессе шанас килет.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |