Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чир сарăлни лăпланса ларма памасть

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2020, 09:39 Просмотров: 487

Июнĕн 3-мĕшĕнче районта Чăваш Енре коронавирус чирĕ сарăлассине асăрхас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕ пулчĕ, ăна Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Сергей Яковлев ертсе пычĕ. Оперативлă штаб ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, полици, пушар хуралĕн, Роспотребнадзорăн тата ытти организацисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă май Иван Михопаров çакăн пек цифрăсем илсе кăтартрĕ: июнĕн 3-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ коронавируспа чирлĕ 72 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 26-шĕ сывалнă, 3-шĕ - Шупашкарти больницăра, 2-шĕ - район больницин инфекци уйрăмĕнче, ыттисем килте, вĕсене тухтăрсем сăнаса тăраççĕ. Çавăн пекех районта чирлисемпе çыхăнура пулнă 124 çын шутланать.

Чирлекенсенчен ытларахăшĕ - район больницин, район администрацийĕн ĕçченĕсем, суд тытăмĕнче тимлекенсем, ветеринари ĕçченĕсем. Ытларах район центрĕнче тата ун çывăхĕнче вырнаçнă ялсенче пурăнакансем чирлеççĕ.

Юлашки вăхăтра районта коронавируспа чирлекенсен шучĕ палăрмаллах ỹснин сăлтавне Иван Николаевич çемье тата производство факторĕсемпе палăртать. Унсăр пуçне пирĕнпе юнашарах - коронавирус анлă сарăлнă Етĕрне тата Çĕмĕрле районĕсем: район больницине юлашки вăхăтра Етĕрнерен травматологи енĕпе чирлисене нумай илсе килнĕ. Лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ, районти 11 мобильлĕ ушкăн ял тăрăхĕсене кунне икĕ хутчен каять. Палăртнă режима пăхăнманшăн хальччен 42 акт тата 14 протокол çырнă.

Ĕç ушкăнĕ "Жилсервис" ТЯО-ра, суту-илỹ объектĕнче, парикмахерскинче, Перекет банкĕн районти уйрăмĕнче, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хăрушсăрлăх мерисене пур çĕрте те пăхăнаççĕ, çынсем хỹтĕлев маскисемпе, перчеткесемпе ĕçлеççĕ.

Лару-тăру лайăх енне улшăнтăр тесен нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене, çулсемпе тротуарсене, чарăну павильонĕсене дезинфекци тусах тăмаллине палăртрĕç. Çынсем йышлăн пухăнакан вырăнсенче хỹтĕлев маскисене тăхăннине тĕрĕслесех тăрĕç, мобильлĕ ушкăнсем хăйсен ĕçне вăйлатĕç.

Июнĕн 4-мĕшĕнче 16 сехет тĕлне республикăра коронавируспа чирлĕ 3231 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 1431-шĕ сывалнă, 15 вилнĕ.

Районта коронавируспа чирлĕ 77 çынна тупса палăртнă.

 А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5