ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Майăн 29-мĕшĕнче Чăваш Енре коронавирус чирĕ сарăлассине асăрхас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче республикăри Роспотребнадзор Управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская июнĕн 7-мĕшĕнче Троица уявĕнче çынсене çăва çине кайма чарма сĕннĕ. Вăл хальлĕхе халăха пĕр çĕре йышлăн пухăнма ирĕк пама иртерех пулнине палăртнă - çăва çинче харпăр хăй гигиенине пăхăнмалли условисем çук, çавăнпа та коронавирус инфекцийĕпе чирлес хăрушлăх пысăк.
Надежда Луговская сăмахĕсемпе республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та килĕшнĕ, муниципалитетсене халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене вăйлатма хушнă.
Июнĕн 2-мĕшĕнче район администрацийĕнче иртнĕ канашлура та Троицăра çăва çине кайма юраманнипе çыхăннă ыйтăва сỹтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров ку ыйтăва полици ĕçченĕсемпе, Хĕрлĕ Чутайри храмăн настоятелĕпе Максим аттепе, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Волковпа сỹтсе яврĕ. Максим атте июнĕн 5-7-мĕшĕсенче храмра службăсем хупă режимпа иртессине каларĕ, унта ятарлă пропусксем илнĕ çынсем çеç кĕрĕç, вĕсен списокне туса хатĕрленĕ. Чиркỹ патĕнчи обществăлла йĕркене полици ĕçченĕсем асăрхаса тăрĕç. Иван Николаевич Троица вăхăтĕнче çăвасем çинче йĕрке пулассишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вырăнти депутатсемпе старостăсем яваплă пулнине палăртрĕ. Паллах, полици ĕçченĕсем те лару-тăрăва тимлĕхрен вĕçертмĕç.
Иван МИХОПАРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Хальхи вăхăтра пирĕн районта пурĕ 30 çăва. Троицăра район çыннисем тата хăнасем тăванĕсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнсене çитсе асăнасси, вилтăприйĕсене тирпейлесси йăлана кĕнĕ. Анчах та кăçал коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пысăк пулнăран Троица вăхăтĕнче çăвасем çине кайма чарнă. Çавăнпа та эпĕ район çыннисене тата хăнасене яваплăх туйăмне тĕпе хурса Троицăра килтех юлма чĕнсе калатăп. Хальхи вăхăтра пĕр вырăна йышлăн пухăнни харпăр хăйĕн тата ыттисен сывлăхне сиен кỹни пулать.
Çакăн евĕр чарусем вăхăтлăх пулнине тĕпе хурса пурне те лăпкăлăха упрама, пĕр-пĕрин патне тимлĕ пулма ыйтатăп.
Ноябрь 2024 |