ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Этем тени теме те хăнăхать те, хальхи вăхăтра арçынсем (тепĕр чух хĕрарăмсем те) республика тулашне ĕçлеме çỹренине хăнăхмаллипех хăнăхрăмăр ĕнтĕ эпир. Ялсенче "вăрçă вăхăтĕнчи пек - арçынсем çукпа пĕрех" тетпĕр те, йỹç чăнлăха ку çапла пулмалла пекех йышăнатпăр...
Çемье пуçĕн ĕç шырама аякка кайма тивнин сăлтавне пурте пĕлетпĕр - хамăр патра ĕç вырăнĕсем çукки.
Нумаях пулмасть, июнĕн 2-мĕшĕнче, манăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров Чăваш Республикин финанс министерстви районсенчи комплекслă программăсене тишкерессипе ирттер- нĕ видеоканашлăва хутшăнса районти лару-тăрупа паллаштарнă çĕрте пулма тỹр килчĕ.
Иван Михопаров пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районта 13190 çын пурăнать, вĕсенчен 6226-шĕ - ĕçлеме пултаракан çынсем. Ĕç вырăнĕсем вара районта - 1221 çеç. Çавăнпа та чылайăшĕн ĕç шыраса район тата республика тулашне тухса кайма тивет.
Республикăн финанс министрĕ Михаил Ноздряков хальччен районсем кун пек цифрăсем илсе кăтартманнине палăртрĕ. Чăнах та кăсăклă танлаштару...
Иван Михопаров ĕç вырăнĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатас тесен малашне чылай ыйтăва татса памаллине, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртмеллине палăртрĕ.
Паянхи кун районта пур 1221 ĕç вырăнĕнчен 161-шĕ вакансиллĕ шутланать. Кун пирки районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтерет. Вĕсемех районта июнĕн 8-мĕшĕ тĕлне 179 ĕçсĕр çынна регистрациленине палăртаççĕ. Сăмах май, çак 179 çынран 4-шĕ штата кĕскетнĕрен ĕçсĕр юлнă, 84-шĕ хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнă, 18-шĕ - пенси çулне çывхарнисем, 48-шĕ - 16-29 çулхи çамрăксем, 2-шĕ - инвалидсем.
Пирĕн районта ытларах ялхуçалăх тытăмĕнче ĕçлеме агрономсем, водительсем, трактористсем çитмеççĕ. Шалу кунта 12 пин тенкĕрен пуçласа 20-25 пин тенкĕ таран (пысăк ĕç укçи шантараканни - "Коминтерн" ЯХПК). Çавăн пекех район больницине врачсем кирлĕ, унсăр пуçне ытти организацисене çĕвĕçсем, бухгалтерсем, рабочисем çитмеççĕ.
Ĕç вырăнĕсемпе çыхăннă цифрăсене тишкерсен тĕлĕнмелле пулса тухать: пĕр енчен, ĕçлеме пултаракансем валли районта ĕç вырăнĕсем сахал тетпĕр, анчах та мĕн пуррисенче те никам та ĕçлесшĕн мар иккен. Юрать тейĕпĕр, тухтăра ятарласа чылай çул хушши вĕренмелле, кунта пурте ĕçлеймеççĕ. Анчах та чылай арçын водитель-тракторист ĕçне пултарать-çке, ĕçлеме кайма вара васкамасть. Мĕншĕн тесен вĕсене шалу тивĕçтермест. Тата тепĕр сăлтав та пур кунта - чылай арçын халĕ çемйинчен аякра пурăнма хăнăхса кайрĕ. Çемье пуçĕн тĕп тивĕçĕ укçа ĕçлесе илесси шутланать. Ачисене воспитани парасси вара хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиенет. Çакăн пек йăлапа - ашшĕсене курмасăр - ачасен миçемĕш ăрăвĕ ỹсет-ши? Аякри ĕç хăш-пĕр çемьесене аркатать, ыттисене тытса тăрать - паллах, пĕтĕмпех çынран хăйĕнчен килет. Мĕн пытармалли - аякран ĕçлесе килсен упăшкисем ĕçсе кăна пурăннăран "тепре хăçан тухса каять-ши?" тесе шухăшласа пурăнакан хĕрарăмсем те туллиех.
Çакăн пек лару-тăрура никама та çăмăл мар - аслисене те, ачасене те.
Ман шутпа, районта тивĕçлĕ ĕç укçиллĕ ĕç вырăнĕсем пулсан та арçынсем тỹрех аякка кайма пăрахмаççĕ. Чылай çемье пуçĕ каланă тăрăх, сахалтан та 30-40 пин тенкĕллĕ шалу кирлĕ вĕсене çемьене йĕркеллĕ усрама - ачи-пăчине çитерме, тăхăнтартма, вĕрентме, кредит тỹлеме... Мускавран 60-80 пин е ытларах илсе таврăнма хăнăхнисене вара 30-40 пин те тивĕçтерместех. Çавăнпа та çитес вăхăтра арçынсем аякра ĕçлеме пăрахасси пирки чылайăшĕн ĕмĕтленмелли кăна юлать пулĕ...
Алина ИТТИ.
Ноябрь 2024 |