Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Алла САЛАЕВА: "Хĕрлĕчутайсем хăйсене упрама пуçламасăр лару-тăру лайăх енне улшăнмĕ"

Категория: Общество Опубликовано: 11.06.2020, 08:54 Просмотров: 489

Икĕ эрне каялла кăна коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе лайăх лару-тăруллă "симĕс зонăра" шутланнăскер, пирĕн район шутлă кунсенче тенĕ пек "хĕрлĕ зонăна" çитсе ларчĕ - коронавируспа чирлисен шучĕ 119 çынна çитрĕ. Ку кăтартупа эпир халĕ республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр.

Районти эпидеми лару-тăрăвĕ мĕншĕн япăх енне улшăннине, чирлисен шутне ỹстерес мар тесен мĕнле мерăсем йышăнмаллине тишкерме июнĕн 9-мĕшĕнче района республикăри оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕ килчĕ. Çак ушкăнах Хĕрлĕ Чутай салинче Республика кунне хатĕрленсе пурнăçлакан строительство ĕçĕсемпе паллашрĕ.

Пур майсемпе те пулăшĕç

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн пуçарăвĕпе коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешекен республикăри оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕ тăтăшах районсене тухса çỹрет. Çавăнпа та ытларикун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева ертсе пыракан ушкăн пирĕн районта пулчĕ. Унпа пĕрлех пирĕн районти лару-тăрăва сỹтсе явнă çĕре ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская, республикăри гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров, полици, прокуратура, пушар хуралĕн ĕçченĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Июнĕн 9-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта коронавируспа чирлĕ 110 çынна тупса палăртни, чирлисен 72 çемье вучахĕ, вĕсенче пурĕ 202 çын, çав шутра 46 ача пулни вăхăта вăраха ямасăр çирĕп мерăсем йышăнмаллине кăтартса парать.

Канашлура палăртнă тăрăх, пирĕн районта коронавирус сарăлма пуçланин "вучахĕ" - ытти çĕртен килнĕ граждансем тата вахта мелĕпе ĕçлекен хамăр район çыннисем. Мобильлĕ ушкăнсем ял тăрăхĕсене тухсах çỹренĕ, нумай хваттерлĕ çуртсене дезинфекци тунă, инфекци сарăласран ытти хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса тăнă пулин те чирлекенсен шучĕ ỹсессине тытса чарма май килмен. Кунта чирлĕ çынсен тата вĕсемпе пĕр килте пурăнакансен явапсăрлăхĕ тата вĕсене тĕрĕс шута илесси пысăк витĕм кỹнĕ.

Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, юлашки эрнере районта коронавируспа чирлĕ 46 çынна тупса палăртнă, апла-тăк вĕсемпе çывăх çыхăнура пулнă 200 çынна шута илмелле, вĕсене самоизоляци режимне пăхăннине тĕрĕслесе тăмалла пулнă. Анчах та районти оперативлă штаб ĕçченĕсем çак ĕçе туллин пурнăçламан - 19 çынна кăна мобильлĕ телефонсем урлă тĕрĕслесе тăнă. Çак 19 çын хушшинче килте лармалли режима тăтăшах пăсакансем виççĕн пулнă. Пурĕпе вара килте ларма тивĕçлисем пĕр эрне хушшинче йĕркене 29 хут пăснă. Паллах, чирлисем пĕр чарусăр ăçта кирлĕ унта тухса çỹресен инфекци сарăлатех.

Районта коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăрăва тĕплĕн, пур енлĕн тишкернĕ хыççăн çакăн пек йышăну турĕç: мобильлĕ ушкăнсен шутне ỹстермелле, вĕсен ĕçне полици сотрудникĕсене ытларах явăçтармалла; обществăлла вырăнсене дезинфекци тăвас ĕçе пушар машинисене явăçтармалла; лавккасенче тата халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче çынсем хỹтĕлев маскисем тăхăннине, унта алăсене дезинфекци тумалли шĕвексене шывпа улăштарманнине тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла, енчен те маска тăхăнман граждансем пулсан, вĕсене штрафламалла.

Канашлăва пĕтĕмлетсе Алла Салаева вице-премьер çапла каларĕ: "Паянхи кун коронавирус инфекцийĕ сарăлнăран Хĕрлĕ Чутай районне "хупасси" пирки сăмах пымасть. Пирĕн тĕллев - лару-тăрăва лайăх енне улăштарас тесе пур майсемпе те пулăшасси. Тĕслĕхрен, обществăлла вырăнсене дезинфекци тумалли хутăшсем туянма хушма укçа уйăрăпăр. Çав хушăрах хĕрлĕчутайсен хăйсен те хăрушсăрлăх мерисене пăхăнсах тăмалла - районта пурăнакансем харпăр хăйне упрама пуçламасăр лару-тăру лайăх енне улшăнмĕ".

Вăхăтра туса пĕтерме шантараççĕ

Кăçал Хĕрлĕ Чутай салинче Республика кунне тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисем пулмалла. Эпидеми лару-тăрăвĕ хальлĕхе массăллă мероприятисем ирттерме май памасть, çавăнпа та июнĕн 24-мĕшĕнче район центрĕнче çĕнетнĕ Çĕнтерỹ лапамне тата унпа çывăхра тăвакан кану вырăнне онлайн мелпе уçĕç.

Çĕнтерỹ лапамĕнче строительство ĕçĕсем мĕнле пынине июнĕн 9-мĕшĕнче Алла Салаева вице-премьер, ЧР строительство министрĕ Александр Героев, культура министрĕ Роза Лизакова çитсе курчĕç.

Районти обществăлла вырăнсене çĕнетме район администрацине пурĕ 35 миллион тенкĕ уйăрса панă, вĕсенчен 10 миллион тенки - Республика кунне ирттерме уйăрнă грант укçи. Çак укçапа Çĕнтерỹ лапамне пĕтĕмпех çĕнетмелле: брусчатка сармалла, фонтан тумалла, çутă кĕртмелле тата ытти те. Кану паркĕнче вара скейтпарк тумалла, турниксем, тренажерсем, чуччусем вырнаçтармалла...

Паянхи куна ĕçсене пурĕ 60 процент пурнăçланă. Подрядчик ĕçсене вăхăтра - июнĕн 24-мĕшĕ тĕлне - вĕçлеме шантарать пулин те, пухăннисем ĕç хăвăртлăхне пысăклатмаллине палăртрĕç.

"Сирĕн кунта хăвăр районта пурăнакансене кăна мар, ытти районсенчен килекенсене те илĕртекен хăтлă вырăн пулмалла. Çавăнпа та палăртнă ĕçсене тĕплĕн тата вăхăтра пурнăçламалла - тепĕр эрнерен татах тĕрĕслев пулĕ", - терĕ Алла Салаева кану паркĕнче тата Çĕнтерỹ лапамĕнче тумалли ĕçсем чылай пулнине палăртнă май.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5