Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăрçă пире йывăр ачалăха аса илтерет

Категория: Общество Опубликовано: 19.06.2020, 13:59 Просмотров: 614

Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕрсен унччен лайăх пурăннă совет халăхĕн пурнăçĕ тĕппипех улшăнчĕ. Вăрçăччен эпир çирĕп сывлăхлă пулнă, пире атте-анне вĕрентнĕ, ырă пурнăç пилленĕ. Хăйсем вара çĕршыв ырлăхĕшĕн ĕçленĕ.

Вăрçă пуçлансан эпир пурте - халăх та, патшалăх та - йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕмĕр. Пурте "пĕтĕмпех фронта валли, пĕтĕмпех çĕнтерỹ валли" тенине тĕпе хурса тăрăшрăмăр.

Эпĕ хамăн вăрçă вăхăтĕнчи ачалăха аса илетĕп те - шухăша каятăп...

Манăн атте, Леонтий Белов, 1906 çулта çуралнă, 1929 çулта çемье çавăрнă. Вăл Етĕрнере бухгалтера вĕренсе тухнă, сельпо тытăмĕнче ĕçленĕ. Вăрçăччен эпир, виçĕ ача, атте-анне хỹттинче питĕ лайăх пурăнтăмăр. Вăрçă пуçлансан вара аттене, вĕреннĕ çын тесе, военкомат урлă салтака илме хатĕрлекен курсăн кĕçĕн инструкторне лартаççĕ. Унтан вара вĕсем фронта тухса кайрĕç - пирĕн ялтан пĕр кунта 15 арçынна вăрçа кайма повестка панă.

Питĕ лайăх астăватăп, эпĕ ун чухне 7 çултаччĕ, Нина аппа 11 çулта - анне çулталăк та тултарман Гена шăллăма йăтса пырать, тепĕр аллипе аттене ыталанă. Атте вара мана лăпкаса: "Ан макăрăр, халăхпа тăшмана аркатма пултаратпăрах", - терĕ, пире вĕренме хушрĕ. Пĕрерĕн - малтан аппана, унтан мана йăтса ачашларĕ, кайран аннепе шăллă-ма ыталаса илчĕ, макăрса, алă сулса кутамккине урапа çине хучĕ... Çапла пирĕн аттесем фронта тухса кайрĕç.

Аттене кĕçĕн командира, унтан взвод командирне лартнă. Вăл Калинин облаçĕнчи Ржев хули çывăхĕнчи вăйлă çапăçура пулнă. 1942 çулхи августăн 24-мĕшĕнче хаяр çапăçура атте вилмеллех аманать.

Вăл вăхăтра эпир аслисемпе танах колхозра ĕçленĕ. Атте вилни çинчен хут панă кун эпир уйра çурлапа ыраш выраттăмăр. Сарлака ана вĕçĕ те курăнмасть, питĕ вăрăмччĕ. Анне, аппа тата эпĕ тырă выратпăр, Гена шăллăм, пĕчĕкскер, çĕмел çумĕнче макăрса выртать. Пăхатпăр та - почтальон Микол пирĕн ана еннелле утать. Эпир тỹрех ăнлантăмăр - ку ахальтен мар. Почтальон аннене атте вилни çинчен хут парсан, анне тỹрех макăрса кайса ỹкрĕ. Эпир те макăрма пуçларăмăр. Çынсем пухăнчĕç - кăшт та пулин лăплантарма...

Çапла, вăрçă вăхăтĕнче пирĕн фермăра та, уйра та ĕçлеме тỹр килчĕ. Ирхи виçĕ сехетре тăраттăмăр, пире анне, бригадирсем хушнипе, кантăрпа пăрçа уйĕсене кайăксенчен сыхлама яратчĕ. Кайран вара çинĕ-çимен тăхăр сехет валли шкула чупаттăмăр, вĕренме тăрăшаттăмăр. Темĕнле йывăр пулсан та пире шкулта çĕрулми те пулин тупса çитерме тăрăшатчĕç. Правительство вара вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăха юлнă мăшăрĕсене пулăшнă. Çамрăксене ФЗО шкулĕсене вĕренме яратчĕç.

Çапла эпир, вăрçă ачисем, йывăрлăх курса ỹсрĕмĕр, ĕçлерĕмĕр, вĕрентĕмĕр. Вăрçă пĕтсен арканнă çĕршыва ура çине тăма пулăшрăмăр...

1967 çулта эпĕ Ленинградри ялхуçалăх институтĕнчен экзаменсем парса таврăннă чух аттен вилтăпри патне çитсе куртăм. Унăн вилнĕ хучĕ çинчи адреспа кайса Ржев хулинчи военкоматра пултăм, кайран аттене пытарнă яла çитсе палăкне шыраса тупрăм. Мана унти ял Канашĕн председателĕ тата военкомат представителĕ пулăшрĕç. Эпĕ аттене пытарнă "тăванлăх вилтăприйĕ" патĕнче, паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене чысласа лартнă палăк умĕнче, асăнмалăх сăн ỹкерĕнтĕм.

Çав тăрăхра вилнĕ салтаксем пирки тăватă томлă кĕнеке кăларнă, эпĕ унпа паллашрăм. Атте вилнĕ çапăçура вырăс, чăваш, мордва, тутар салтакĕсем пулнă. Вĕсем пурте пире валли лайăх пурнăç пултăр тесе пуçĕсене хунă.

Çав кĕнеке тăрăх эпĕ хамăн атте тата пирĕн ялти Федор Майоров пирки пĕлтĕм - вăл та çав çапăçура вилнĕ. Киле çитсен эпĕ унăн ачине, Николай Федоровича, ашшĕ çинчен каласа патăм.

Халĕ эпĕ - саппасри капитан, ĕç ветеранĕ - 87 çула çывхаратăп, анчах та манăн нимĕнле çăмăллăх та çук. Вăрçă ачисене кирлĕ шайра тимлĕх уйăрманни питĕ пăшăрхантарать. Вăрçăран таврăннисене патшалăх тимлĕх уйăрать-ха, вĕсене пурăнмалли вырăнпа та, машинăпа та тивĕçтерчĕç - ку лайăх ĕнтĕ. Анчах та эпир, вăрçа пула ашшĕсĕр ỹснисем, тылра аслисемпе танах вăй хунисем, тимлĕхсĕр юлтăмăр. Юлашки вăхăтра пире валли ятарлă удостоверени хатĕрлени шанăç çуратать ĕнтĕ.

Эпир Галя мăшăрăмпа виçĕ ача çуратса ỹстер тĕмĕр. Вĕсем училищĕре, техникумра тата институтра вĕренчĕç.

Асли, Толя, Афган вăрçине хутшăнчĕ, аслă прапорщик званине тивĕçрĕ. Тискер вăрçăра вăл аманчĕ. Апла пулин те çемье çавăрчĕ, виçĕ ачаллă пулчĕ. Анчах та вăл сурансене пула 2011 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Ывăл вилнишĕн кулянса мăшăрăм та тепĕр виçĕ уйăхран вилсе кайрĕ. Пĕр çултах юратнă икĕ çынна çухатрăм, мĕн тăвас тетĕн - чăтас пулать...

Манăн халĕ 10 мăнук, 12 кĕçĕн мăнук, вĕсем мана манмаççĕ, килсех çỹреççĕ. Ачасемпе, кинсемпе, мăнуксемпе килĕштерсе пурăнатпăр - çакăншăн савăнатăп, мăнуксен çитĕнĕвĕсемпе мухтанатăп. Эпĕ вĕсене май пур таран пулăшатăп, сывлăхлă пулма сунатăп.

Федор БЕЛОВ, Енкĕлт ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1