Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Асăнупа хурлану кунĕ

Категория: Общество Опубликовано: 19.06.2020, 14:03 Просмотров: 437

Июнĕн 22-мĕшĕнче эпир Асăнупа хурлану кунне паллă тăватпăр. Вăрçă пуçланнă кун умĕн манăн фронтра пуç хунисене аса илес килет.

Мишеркасси лавкки патĕнчи пурне те курăнмалла вырнаçнă палăк çине "Никама та манман, нимĕн те манăçман" тесе çырнă. Вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене чысласа лартнă çак палăк патĕнче ял çыннисем хăйсен тăванĕсене асăнса мăнаçланаççĕ.

Пантьăк тăрăхĕнчи ялсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1042 ентеш хутшăннă, çапăçу хирĕнче паттăррăн кĕрешсе 509 салтак хăйсен пурнăçĕсене панă. Вăл шутран Утаркасси ялĕнчен - 110 çын, Мишеркассинчен - 97, Хватукассинчен - 86, Пантьăкран - 42, Хирлỹкасси, Ирчкасси, Лоба ялĕсенчен 145 çын вăрçăран таврăнайман.

Хăш-пĕр çемьесенчен 3-4-шар пĕртăван çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Ун пеккисем Утаркасси ялĕнчи Иван, Николай, Егор, Павел Ивановсем, Александр, Василий, Петр Канячкинсем, Алексей, Иван, Дмитрий Сидоровсем; Мишеркассинчи Петр, Василий, Иван Даниловсем, Василий, Федор, Иван Захаровсем, Ермей, Дмитрий, Михаил Крышкинсем, Иван, Николай, Фадей Шуньковсем; Хватукассинчи Михаил, Кирилл, Семен Крыжайкинсем, Иван, Василий, Александр Федотовсем, Михаил, Иван, Василий Музяковсем; Пантьăкри Александрпа Федор Дьячковсем, Иванпа Петр Соломинсем; Пухтанкассинчи Иванпа Федор Ивановсем, Максимпа Семен Падейкинсем; Хирлỹкассинчи Михаил, Николай, Петр Арбузовсем, Павел, Николай, Иван Воронцовсем, Арсений, Иван, Николай Гераськинсем, Афанасий, Василий, Михаил Морозовсем, Арсентий, Василий, Петр Юрейкинсем.

Вăрçăра вилнĕ пĕртăвансен ячĕсене асăнса вĕсене нихăçан та манмастпăр, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйсен пурнăçĕсене панă ентеш-салтаксене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!

Иван ВАЗЯКОВ, Мишеркасси ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1