Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хĕрлĕчутайсен тымарĕ çирĕп

Категория: Общество Опубликовано: 19.06.2020, 14:05 Просмотров: 455

Чăваш Республикин 100 çулхи юбилейĕ çывхарнă май тата Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çапса аркатнăранпа 75 çул çитнине халалласа районти таврапĕлỹçĕсен председа телĕ, ĕç ветеранĕ Валерий Константинович Романов "Хĕрлĕчутайсен тымарĕ çирĕп" ятлă кĕнеке çырса кăларнă. Çĕнĕ кĕнекене Шупашкарта В.М.Савинкин ентешĕн "Своя типография" ТЯО-ра пичетленĕ. Кун çути курнă хытă хуплаш-каллă, 257 страницăллă кĕнекере хĕрлĕчутайсен тĕрлĕ тапхăрĕнчи пурнăçне тĕпе хурса çырнă статьясем пе хайлавсем кĕнĕ.

Кĕнеке умсăмахран пуçланать. Кунта пирĕн район халăхĕн утăмĕ, Чутай ялĕн ячĕ хăçан çырăнма тытăнни пирки Мускаври патшалăх архивĕн хучĕ пур, тата çынсен шухăш-кăмăлне уçса кăтартнă.

Малалли пайĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕр тĕллевпе паттăррăн çапăçнă ентешсем çинчен çырнă статьясемпе Сăр юханшывĕ тăрăхĕнче окоп чавса, вăрман касса, хỹтĕлев чиккисене тума хутшăнса темĕн те тỹснĕ тыл ĕçченĕсен асаилĕвĕсене, хăрушă Чечен вăрçинче "леш тĕнчерен" чĕрĕ тухнине каласа кăтартнине тата 100 çул каяллахи Кăрмăш вăрçин суранĕ чĕрене ыраттарни çинчен вулама пулать. Кĕнекере шухăшласа кăларнă сăнарсем мар, кулленхи пурнăçри çынсем, куç умĕнчи район пуянлăхĕ.

Пирĕн районта пысăк чунлă та сăпайлă ĕç ветеранĕсемпе сал- так арăмĕсем, тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕсем, пултаруллă та хисепе тивĕçнĕ учительсемпе врачсем, культурăпа спортра палăрмал-лах ỹсĕмсем тунă ентешсем пурăнаççĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ манăçа ан тухтăр тесе тăрăшнă. Çа вăн пекех кĕнекере таса чунлă пулма çылăхсене тасатма вĕрентекен Чутай чиркĕвĕн тата ялсен тахçанхи-авалхи историне кăтартса панă. Пултаруллă та ĕçчен, туслă та килĕшỹре пурăнакан, хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен çемьесем çинчен ырă сăмахсем çырса тĕрлĕ тĕслĕ сăнỹкерчĕксене вырнаçтарнă. Паянхи саманара та хĕрлĕчутайсен хастарĕ чакманнине, тымарĕ çирĕп пулнине тĕпе хурса çутатнă. Иртнине асра тытнине, шкулта ăс пухнă тапхăра аса илнине, хальхине хисеплесе хаклама вĕреннине те шута илме тăрăшнă. Çакă малашнехи пурнăçра та шанчăка çухатмасăр тĕрĕс те çирĕп утма кирлĕ пулĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1