Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чаплăлан, тăван тавралăх!

Категория: Общество Опубликовано: 19.06.2020, 14:09 Просмотров: 418

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе - 100 çул çитнине халалласа республикăра онлайн мелĕпе "Славься, Чувашия!" юрă марафонĕ пырать.

Марафон майăн 26-мĕшĕнче пирĕн районта пуçланнă, июнĕн 24- мĕшĕнче вĕçленет. Кашни кунах ытти районсемпе хуласем те марафона хутшăнса пыраççĕ. Чи юлашкинчен Шупашкар пирки видеоролик тухĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕ пирки калакан видеороликпа Чăваш Республикин Культура министерствин сайтĕнче (http:culture.cap.ru) паллашма пулать. Видеоролик вĕçĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕн "Чаплăлан, тăван тавралăх!" (кĕвви - П.Федоровăн, сăмахĕсем - Петĕр Ялкирĕн) гимнĕ янăрать - ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Александр Самсонов тата районти фольклор ушкăнĕсем юрлаççĕ. Сăмах май, гимн юрланă видео район хаçачĕн социаллă сетьсенчи ("Одноклассники", "ВКонтакте", "Инстаграм") ушкăнĕсенче те пур.

"Славься, Чувашия!" марафонăн тĕп тĕллевĕ - муниципаллă районсемпе хуласен тĕп символикипе, паллă вырăнĕсемпе паллаштарасси, муниципалитетсен çитĕнĕвĕсене çутатасси, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси.

Марафона #ВместеПĕрле хештег пĕрлештерсе тăрать. Акцие пĕтĕмлетсе пур районпа хула пĕрле Чăваш Республикин Гимнне юрлĕç.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5