Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Килте ларнине тĕрĕслеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 19.06.2020, 14:12 Просмотров: 470

Республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе çыхăннă лару-тăру ерипен лайăх енне улшăнса пыни сисĕнет пулин те районсемпе хуласенчи мобильлĕ ушкăнсем çынсем самоизоляци режимне пăхăннине тĕрĕслесех тăраççĕ.

Пирĕн районти мобильлĕ ушкăнсем те Рос потребнадзор килте лармалли режима пăхăнмалли çинчен калакан постановлени панă çынсем патне çитсе тĕрĕслесех тăраççĕ.

Июнĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн йĕркелỹпе кадр ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Ольга Митрофанова, район больницин медицина психологĕ Алина Трифонова, районти полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Оксана Петрова Туктамăш, Шулю тата Туканаш ялĕсене çитрĕç. Ку ялсенче коронавируспа чирлисемпе çыхăнура пулнă çемьесем пурăнаççĕ, вĕсен икĕ эрне хушши килтен тухма юрамасть.

Мобильлĕ ушкăн пĕлтернĕ тăрăх, списокра пурĕ тĕрĕслесе тăмалли 26 çын. Пĕр кун хушшинче пурин патне те çитмеççĕ, суйласа илсе тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслеве вара кашни кунах тухаççĕ.

Эпир çитнĕ ялсенче пур çемьесем те килтехчĕ. Вĕсем пурте хăйсене аван туйнине, кĕлетке температурине виçсех тăнине палăртрĕç. Мобильлĕ ушкăн членĕсем çемьесене килте лармалли режима пăхăнманшăн штраф кĕтнине аса илтерчĕç. Сăмах май, çынсем палăртнă самоизоляци режимне пăхăннине вĕсен сотовăй телефонĕсем урлă та тĕрĕслесех тăраççĕ.

Мобильлĕ ушкăн çавăн пекех килте лармалли режима пăхăнмалли пирки калакан çĕнĕ постановленисем те валеçет. Июнĕн 16-мĕшĕнче кун пек постановленисем пулмарĕç.

Июнĕн 18-мĕшĕнче 16 сехет тĕлне республикăра коронавируспа чирлĕ 4331 çынна тупса палартнă, вĕсенчен 2361 сывалнă, 21 вилнĕ. Районта коронавируспа чирлĕ 132 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 102-шĕ сывалнă.

А.КАРПОВА.

 

Самоизоляци режимне пăсаççĕ

Районти полици уйрăмĕн ĕçченĕсем коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тесе тăтăшах тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ.

Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн 2020 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи 92-мĕш № Указĕпе килĕшỹллĕн республика территорийĕнче уйрăм хушу кăлариччен граждансен обществăлла транспортра, таксире, халăх йышлăн пухăнакан вырăнта, суту-илỹ объекчĕсенче, ыттисене пулăшупа тивĕçтернĕ чух харпăр хăйне хỹтĕлемелли хатĕр семпе (маскăсем, респираторсем тата ытти те) усă курмалла.

Районта пурăнакансем самоизоляци режимне пăхăнманран полици сотрудникĕсем Раççей КоАП-ĕн 20.6.1 статйин 1-мĕш пайĕпе ("Чрезвычайлă лару-тăрура е çакăн пек лару-тăру сиксе тухма пултарнă вăхăтра пăхăнмалли правилăсене пурнăçламаншăн") килĕшỹллĕн 15 протокол çырчĕç. Кун пек чух штраф виçи 30 пин тенкĕ таран пулма пултарать.

А.КОМИССАРОВ, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5