Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пурте сасăлава хутшăнар!

Категория: Общество Опубликовано: 28.06.2020, 14:05 Просмотров: 463

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре çĕршывăн Тĕп саккунне - РФ Конституцине - кĕртнĕ улшăнусене ырлассипе сасăлав иртет. Çак кун пурте канатпăр.

Граждансем валли тĕрлĕ çăмăллăхсем пăхса хунине палăртмалла. Енчен те çын июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче хăй регистрациленнĕ вырăнти сасăлав участокне сасăлама пыраймасть пулсан унăн июнĕн 21-мĕшĕнчи 14 сехетчен заявлени çырма ирĕк пулнă. "Мобильный избиратель" механизм гражданина хăй пурăнакан вырăн тулашĕнчен сасăлама май парать.

Кунсăр пуçне суйлав кунĕнче тĕрлĕ сăлтавсене пула хăйĕн сасăлав участокне пырайман граждансен июнĕн 25-30-мĕшĕсенче маларах сасăлама май пур. Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, граждансем çавăн пекех сасăлав ирттерекен пỹлĕм тулашĕнчен те сасăламалли йĕркене суйласа илме пултараççĕ. Ун пирки граждансене хăйсен участок комиссине июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче 17 сехетчен пĕлтерме ирĕк панă.

Влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ - сасăлав вăхăтĕнче çынсен сывлăхне сиен кỹрес марри. Суйлав комисси йĕсен пур членне те сывлăха сыхлакан хатĕрсемпе, сасăлав иртекен пỹлĕмсене ỹте тĕкĕнмесĕрех виçекен термометрсемпе тата антисептиксемпе тивĕçтерĕç. Чир ересрен асăрхаттарас тĕлĕшпе сасăлав ирттермелли пỹлĕмре тăтăшах санитари мероприятийĕсене пурнăçлĕç. Сасăлава килекенсем тата унтан каякансем пĕр-пĕринпе курнăçмĕç, уйрăм алăксенчен кĕрсе тухĕç. Участоксенче санитари службисен нормисене, вĕсем ыйтнине пăхăнмалла. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5