Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пĕрле тăрăшнипе çĕнелсе илемленет Хĕрлĕ Чутай

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2020, 14:07 Просмотров: 457

Эпир, хĕрлĕчутайсем, кăçал пысăк чыса - тараватлă хамăр çĕрĕмĕр çинче Республика кунĕпе пĕр килекен Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи сумлă юбилейне паллă тума - тивĕçрĕмĕр. Куншăн савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Хĕпĕртемелли сăлтав татах пур. Ку уявсене эпир тĕпрен çĕнелнĕ Çĕнтерỹ площачĕпе, çуран утакансем валли тунă кану аллейипе тата ытти ырă улшăнусемпе кĕтсе илтĕмĕр. Обществăлла инфратытăма аталантарас ĕçсем малалла тăсăласса, пирĕн тăван районăмăр татах та ытларах илемленсе те хăтлăланса пырасса шанатпăр.

Сумлă хăнасемпе районта пурăнакансем район центрĕнчи ырă улшăнусене уяв кун хак пама пултарчĕç. Палăртмалла, çак кун пирĕнпе пĕрле уяв саманчĕсене пайлама пирĕн ентешĕмĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та килсе çитрĕ, çĕнелнĕ объектсене çитсе курчĕ. Ку та пирĕншĕн çав тери пысăк чыс, савăнăç, мăнаçлăх.

Пирĕн район кăçал Республика кунне ирттермелли ирĕке çĕнсе илнине пĕлнĕренпе эпир пирĕн патра уяв мĕнлерех иртесси, район еплерех çĕнелсе улшăнасси пирки чылай шухăшларăмăр, ĕмĕтлентĕмĕр, ĕçлерĕмĕр... Мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме тăрăшса сисеймерĕмĕр те - июнĕн 24-мĕшĕ те çитрĕ.

Кăçал Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнипе пĕр килекен Республика кунне, паллах, питĕ калăпăшлă паллă тумаллаччĕ. Анчах та эпидеми лару-тăрăвне пула уяв кунĕ халăха йышлăн пухмасăр иртрĕ.

Июнĕн 24-мĕшĕнче ирхи тăхăр сехет тĕлне Хĕрлĕ Чутай салине Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Павлов тата Владимир Иванов, республика Пуçлăхĕн администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов тата ытти хăнасем килчĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров кĕтсе илчĕç.

Хăнасем чи малтанах Пĕрремĕш Çамрăксен урамĕнчи çуран çỹремелли аллейăна пăхса тухрĕç, унтан Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă монумент умне чечексем хучĕç - кунта Олег Николаев Иван Михопарова вăрçăпа çыхăннă архив докуменчĕсене пачĕ; хыççăн Çĕнтеỹ лапамĕнче çĕнĕ фонтан ĕçлесе кайнине сăнарĕç, "вăхăт капсулине" хыврĕç.

Уяв тени нихăçан та хăйсен ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăрнисене наградăсем памасăр иртмен. Хисепе тивĕçнисем кăçал та пур, анчах та, паянхи эпидеми лару-тăрăвне кура, наградăсене вĕсене алăран памарĕç, район администрацине парса хăварчĕç. Олег Николаев вара наградăсене тивĕçнисен ячĕсене вуласа пачĕ:

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçнисем:

. Зинаида Михайловна Чернова, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн членĕ; . Елена Владимировна Матвеева, район больницин врач-педиатрĕ.

"ДорТех"ТЯО ĕçченĕсем:

. Анатолий Александрович Волков - пурнăçлакан директор;

. Владимир Алексеевич Миронов - ĕç производителĕ;

. Андрей Владимирович Михайлов - автомобиль водителĕ.

"Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" асăну медальне тивĕçнисем:

. Галина Владимировна Сергеева, "Коминтерн" ЯХПК машинăпа сăвакан операторĕ;

. Альбина Борисовна Новикова, "Коминтерн" ЯХПК директорĕ;

. Владимир Иванович Мурайкин, "Нива" ЯХПК директорĕ;

. Валериан Федотович Бромбин, "Свобода" колхоз директорĕ;

. Иван Никифорович Никифоров, ĕç ветеранĕ;

. Николай Петрович Стафик, ĕç ветеранĕ;

. Виктор Анатольевич Устинов, фермер хуçалăхĕн ертỹçи;

. Юрий Осипович Яндайкин, "Красночетайское" ТЯО генеральнăй директорĕ;

. Иван Васильевич Игнатьев, район больницин тĕп врачĕ.

#ВместеПĕрле ятпа паллă тунă Республика кунĕ иртсе кайрĕ. Анчах та Чăваш автономийĕн юбилейне халалланă мероприятисем çакăнпа вĕçленмеççĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, лару-тăру лайăх енне улшăнсан массăллă мероприятисем август уйăхĕнче иртĕç. Пирĕн вара уявра кăна мар, яланах пĕрле пулса районăн, республикăн, çĕршывăн малашлăхĕшĕн тăрăшмалла.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5