Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

  

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хисеплĕ ят панине Олег Николаевран пĕлнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2020, 11:00 Просмотров: 565

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2020 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчи 431№ Указĕпе килĕшỹллĕн Хĕрлĕ Чутай шкулĕн физкультура учительне Эдуард Васильевич Романова "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă.

Хăй пысăк патшалăх наградине тивĕçнине Эдуард Романов республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевран пĕлнĕ. Июнĕн 30-мĕшĕнче Олег Алексеевич телефонпа шăнкăравласа Эдуард Васильевича вĕрентỹри курăмлă ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн пысăк шайри наградăна тивĕçнĕ ятпа саламланă, ентешĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине каланă.

"Ачасене воспитани парас енĕпе пысăк ĕç тунăшăн, çак ĕçе туллин парăннăшăн Сире тав тăватăп. Паллах, Эсир пĕр ăрăва кăна вĕрентсе кăларман, çавăнпа та Сирĕн ĕç çакăн пек хисепе тивĕçнĕ", - тенĕ Олег Николаев.

Олег Алексеевич çавăн пекех Эдуард Васильевичăн хăйĕн ĕçне малалла тăсса паха опытне çамрăк учительсене памаллине палăртнă.

Эдуард Романов пĕлтернĕ тăрăх, республика ертỹçи шăнкăравланă вăхăтра вăл килте пулнă. Олег Николаева ырă сăмахсемшĕн тав тунă май вăл малашне те хăйĕнчен мĕн килнине тума шантарнă. "Тĕрĕссипе, эпĕ хальччен те хамран мĕн килнине пĕтĕмпех туса пытăм", - тенĕ те Эдуард Романов регион ертỹçине хăйĕн талантлă вĕренекенĕсем пирки каласа панă.

Аса илтеретпĕр, Эдуард Романов наставник пулнă "Авангард" кадет класĕ республика тата Раççей шайĕнчи чылай ăмăртусенче çĕнтернипе палăрчĕ. Кадет класĕнчен вĕренсе тухнă яшсенчен чылайăшĕ хальхи вăхăтра çарпа çыхăннă аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илет.

2019 çулта Эдуард Романов Раççей Президенчĕн чи лайăх учительсене паракан грантне виççĕмĕш хут тивĕçрĕ. Эдуард Васильевич - Раççей Федерацийĕн пĕтĕмшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Ăна республика тата çĕршыв шайĕнчи чылай хисеплĕ ятсемпе, медальсемпе, тав сăмахĕсемпе чысланă. 

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31