Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вĕренỹре те, спортра та малта пырать

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2020, 11:13 Просмотров: 566

"Единая Россия" партин "Килте вĕренме пулăш" проекчĕпе килĕшỹллĕн июнĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухакан хастар пикене София Куликована ноутбук парнелерĕ.

София Куликован пĕтĕм Раççейри, республикăри, районти конкурссемпе олимпиадăсенче çĕнтернине çирĕплетекен дипломсем чылай. Малта - экзаменсем, вуза кĕресси. Вăл хăйĕн малашнехи пурнăçне медицинăпа е IТ-технологи сферипе çыхăнтарас ĕмĕтлĕ. Куликовсен-Кротовсен çемйинче тăватă ача. Амăшĕ, Надежда Витальевна, кун пек ăслă-тăнлă хĕр ỹстерес тесен мĕн тумалла тесе панă ыйту çине çапларах хурав панă: "Ача шкулта лайăх вĕрентĕр тесен ашшĕ-амăшĕн яланах тĕпренчĕкĕпе пĕрле пулмалла, уроксене тĕрĕслемелле, унăн вĕренĕвĕпе, шухăшĕсемпе интересленсе тăмалла. Ачана пулăшмалла, тимлĕх уйăрмалла".

София Куликова 1-мĕш класранах лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă. 11-мĕш класа та вăл ăнăçлă вĕçленĕ. Вĕре- нỹ тапхăрĕнче вăл районти, районсемпе регионсем хушшинчи, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе мероприятисене хутшăнса лайăх кăтартусем тума пултарнă. 2017 çулта София шкул ачисем хушшинче иртнĕ "Чĕлхе пĕлĕвĕ пурне валли те" муниципаллă практика конференцийĕнче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ, пĕтĕм Раççейри муниципалитет тапхăрĕнче вырăс чĕлхипе тата литературипе, акăлчан чĕлхипе, географи, физика предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсенче призер пулнă. Çавăн пекех хĕр "Пурте сан çинчен, манăн Чутай тăрăхĕ!" район шайĕнчи электронлă ĕçсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. 2018 çулхи кăтартусем те курăмлă: литература, экологи, хими, вырăс чĕлхипе иртнĕ олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕ пулнă. 7-9-мĕш классем хушшинче физикăпа иртнĕ "Физика пирĕн йĕри-тавра" районти викторинăра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

2019 çулта та унăн сахал мар çитĕнỹ пулнă: ачасен музыка тата искусство шкулĕсенче вĕренекенсем хушшинче П.И.Чайковский ячĕпе республика шайĕнче иртнĕ конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ; районти "Салтак патне çыру çыр" акцие хутшăнса пĕрремĕш пулнă; вырăс чĕлхипе, литературăпа, биологипе, тĕнчери ỹнер культурипе тата экологипе иртнĕ олимпиадăсенче ăна çитекенни пулман. Унсăр пуçне София шкул ачисем хушшинче иртекен тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех хĕр спортпа та туслă. Вăл хальччен Хĕрлĕ Чутай шкулĕн волейболисчĕсен командинче тăнă. Хĕрсен команди пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисем хушшинче 2018-2019 çулсенчи тапхăрта республикăри ăмăртура виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Предметсемпе иртекен пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕнче те призерсен йышне кĕнĕ София, тĕрлĕ проектсене хутшăнса çĕнтернĕ. Вĕренỹри, спортри çитĕнĕвĕсене кура 2020 çулта София Куликова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе çамрăксен стипендине илсе тăрать.

А.НИКОЛАЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1