Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вĕсем Европăна ирĕке кăларнă

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2020, 11:17 Просмотров: 603

Июнĕн 24-мĕшĕнче, районта Республика кунне паллă тунă кун, республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев район администрацийĕн пуçлăхне Иван Михопарова 1945-1946 çулсенчи архивлă документсене пухса хатĕрленĕ папка пачĕ. Уява хутшăннă Чăваш Республикин культура тата архив ĕçĕсен министрĕ Роза Лизакова пĕлтернĕ тăрăх, çак хутсене республикăри патшалăх архивĕн ĕçченĕ-сем пухса хатĕрленĕ. Документсенче - Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ çул Европăри хуласене фашистсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă пирĕн район çыннисен списокĕсем. Вĕсене пурне те Хĕрлĕ Чутайри райвоенкоматра учета илнĕ. Ытти военкоматсем урлă вăрçа кайнисен хушамачĕсем ку документсенче çук.

Архивлă документсемпе килĕшỹллĕн:

- Будапешта (Венгрин тĕп хули) ирĕке кăларнă çĕре пирĕн районти 33 çын хутшăннă;

- Прагăна (вăрçă вăхăтĕнче - Чехословакин, халĕ Чехин тĕп хули) ирĕке кăларнă çĕре - 47 çын;

- Венăна (Австрин тĕп хули) ирĕке кăларнă çĕре - 8 çын;

- Кенигсберга (вăрçă вăхăтĕнче Хĕвелтухăç Пруссири Германи провинцийĕн административлă центрĕ пулнă, вăрçă хыççăн Совет Союзне панă, 1946 çултанпа - Калининград) ирĕке кăларнă çĕре - 75 çын;

- Варшавăна (Польшăн тĕп хули) ирĕке кăларнă çĕре - 78 çын;

- Белград (вăрçă вăхăтĕнче Югославин тĕп хули пулнă, халĕ - Сербин тĕп хули) ирĕке кăларнă çĕре - 17 çын хутшăннă;

- Германин тĕп хулине - Берлина - илнĕ çĕре вара пирĕн районтан вăрçа тухса кайнă 105 çын хутшăннă.

Алăпа çырнă тата пичет машинипе наборланă документсенче Европăри хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă çыннăн хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, мĕнле чаçре тата мĕнле должноçре пулнине, ăçта пурăннине кăтартнă. Çак архивлă документсене çитес вăхăтра районти "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕнче курма пулĕ. 

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1