ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн Указĕсемпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕн, ялхуçалăхĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, халăха кăмăл-сипет тата патриотла воспитани панăшăн, Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн районти ялхуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" асăну медальне тивĕçнĕ.
Валериан Федотович Бромбин - "Свобода" колхоз председателĕ. 1950 çулта Анат Çĕрпỹкасси ялĕнче çуралнă. Вăл Çĕрпỹри ялхуçалăх техникумĕнче, Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче пĕлỹ илнĕ.
1973-1978 çулсенче "Марк-сист" колхоз автомеханикĕнче, 1978-1981 çулсенче трактор бри-гадин бригадирĕнче тăрăшнă. 1981-1985 çулсенче профком председателĕ пулнă, 1985-1987 çулсенче - тĕп инженер, 1987-1990 çулсенче - парти организацийĕн секретарĕ, 1990-1995 çулсенче - "Свобода" колхоз агрономĕ, 1995 çултанпа - колхоз председателĕ.
"Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ", "Районăн чи лайăх ертỹçи" ятсене тивĕçнĕ.
Владимир Иванович Мурайкин - "Нива" ЯХПК директорĕ. 1975 çулта Мучикассинче çуралнă. 1992-1997 çулсенче ялхуçалăх институтĕнче вĕреннĕ.
1998 çулта "Нива" ЯХПК-ра тĕп инженер пулнă, 2000-2003 çулсенче - районăн тĕп инженерĕ, унтан - "Радуга" ХАО тĕп инженерĕ, "Асамат" ТЯО директорĕн çумĕ. 2006 çултанпа "Нива" ЯХПК директорĕнче тăрăшать. 2001 çулта Чăваш Республикин муниципаллă службин 2-мĕш класлă канашçин разрядне тивĕçнĕ. 2006 çултанпа - депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тата Чăваш Республикин Президенчĕн Тав сăмахне тивĕçнĕ.
Альбина Борисовна Новикова - "Коминтерн" ЯХПК директорĕ. 1951 çулта Карăкçырминче çуралнă. 1968 çулта Мăн Этмен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. 1969-1974 çулсенче ялхуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. 1974-1981 çулсенче Коминтерн ячĕпе хисепленекен колхозăн агрономĕ пулнă, унтан çулталăк хушши - колхозăн профком председателĕ. 1982 çултан пуçласа Атнар ял Канашĕн председателĕ пулнă, 1986 çултан тытăнса - "Сура" совхоз директорĕ. 1991 çултан тытăнса район администрацийĕн экономика управленийĕн начальникĕнче, 1992 çултан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ялхуçалăх управленийĕн начальникĕнче тăрăшнă.
1995 çултанпа - "Коминтерн" ЯХПК ертỹçи.
"Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ", "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ятсене, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" ордена тивĕçнĕ.
Галина Владимировна Сергеева - "Коминтерн" ЯХПК машинăпа сăвакан операторĕ. 1977 çулта Туканашра çуралнă.
1998 çултанпа ялхуçалăх производство кооперативĕн сĕт-çу комплексĕнче тăрăшать, çулсерен пысăк кăтартусем туса пырать.
Ĕçри çитĕнỹсемшĕн район тата республика шайĕнчи хисеп хучĕсене, çав шутра Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине, ЧР Патшалăх Канашĕн Тав сăмахне парса чысланă. Темиçе хут та "Машинăпа сăвакан районти чи лайăх оператор" ята тивĕçнĕ.
Виктор Анатольевич Устинов - хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ. 1963 çулта Тури Çĕрпỹкассинче çуралнă.
Вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, тĕрлĕ çулсенче районти Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра, реорганизаци хыççăн "Аккозинское" ЯХПК-ра тата ытти çĕрте тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă. 2013 çулта уйрăм предприниматель ĕçне кỹлĕннĕ, 2014 çултан пуçласа фермер хуçалăхне ертсе пырать.
Устиновсен хресченпе фермер хуçалăхĕ сĕт тата аш-какай туса илессипе тимлет. Вĕсем вăтăра яхăн ĕне, вăкăрсем, пăрусем, сурăхсемпе качакасем усраççĕ. Районти фермерсем хушшинче çитĕнỹсемпе палăрнăшăн Виктор Устинов темиçе хутчен те район администрацийĕн хисеп грамотисене тивĕçнĕ. 2018 çулта Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине илнĕ.
2019 çулта Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительствин Тав сăмахне тивĕçнĕ.
Ноябрь 2024 |