Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хаçат-журналпа та, пенсипе те тивĕçтереççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.07.2020, 12:05 Просмотров: 552

Çулсеренех июлĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче почта çыхăнăвĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак ятпа ĕçре палăрнисем тĕрлĕ наградăсене тивĕçеççĕ.

Акă Раççей почтин кунĕ ячĕпе тата профессири кăтартуллă ĕçсемшĕн Пантьăкри почта уйрăмĕн начальникĕ Наталья Владимировна Морозова, Хусанушкăнчи почта уйрăмĕн почтальонĕ Зоя Николаевна Семенова Раççей почтин Тав сăмахне, Утаркассинчи почта уйрăмĕн почтальонĕ Инна Ильинична Захарова Раççей почтин Хисеп грамотине тивĕçлĕ.

Почтальонсен ĕçĕ çăмăл мар. Хаçат-журналпа пĕрлех вĕсен сумкисем тĕрлĕ таварпа тулнă. Çакă уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсене çăмăллăх кỹрет. Лавккана тухса кĕме вăй-хал çитеймен пирки апат-çимĕç кам çитерсе парĕ? Паллах, почтальонсем. Вĕсем ватăсене яланах пулăшма хатĕр. Унпа пĕрлех почтальонсем район çыннисене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарма васкаççĕ. Çĕнĕ хыпарĕсем вара район тĕкĕрĕнче - "Пирĕн пурнăç" хаçатра - кун çути кураççĕ. Шăпах ăна сарас тĕллевпе тăрăшаççĕ почтальонсем. Хаçатра кашниех хăйне валли çĕннине тупатех. Кунта республикăри, районти лару-тăрупа паллашма пулать. Кил хуçи хĕрарăмĕсем те, пахчаçăсем те тĕрлĕ сĕнỹ-канашпа усă курма пултараççĕ. Çĕнĕ авторсен калавĕсем те кун çути кураççĕ кунта. Районти сăвăçсен пултарулăхĕпе те паллашма пулать.

Пур çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсене те професси уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Эсир район çыннисем патне çитерекен хыпарсем яланах ырă пулччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, малашне те район хаçатне çырăнтарма сирĕн сывлăхăрсем таса пулччăр, кăтартăвăрсем ỹсчĕр, ỹсĕмсен чикки ан пултăр. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1