Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вăрçăра пулнă Удиковсем

Категория: Общество Опубликовано: 17.07.2020, 12:16 Просмотров: 411

1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа Ишеккасси ялĕнче пурăнакансем те хутшăннă, вĕсенчен чылайăшĕ каялла таврăнайман.

Нимĕçсене хирĕç пынă юнлă вăрçа Ишеккассинчи Удиков хушаматлă çынсем те хутшăннă. Манăн вулакансене вĕсем пирки кĕскен те пулин каласа парас килет.

Владимир Павлович Удиков 1926 çулта çуралнă. Вăрçа 1944 çулта кайнă, çав çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче присяга тытнă. 23-мĕш стрелковăй дивизире - автоматчик, унтан радиотелеграфист пулнă. Европăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçă хыççăн шоферта ĕçленĕ. Киле 1950 çулта таврăннă.

Мирлĕ вăхăтра Шупашкарта кондитер фабрикинче, ТЭЦ-ра слесарьте ĕçленĕ. 1992 çулта вилнĕ.

Владимир Удикова "Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.

Дмитрий Васильевич Удиков 1905 çулта çуралнă, шкулта вĕренмен, колхозра ĕçленĕ. Авланнă, виçĕ ача ашшĕ пулнă. Фронта 1941 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче кайнă. Мускав патĕнчи çапăçусене хутшăннă, çавăнта 1942 çулта хыпарсăр çухалнă.

Иван Васильевич Удиков 1901 çулта çуралнă, авланнă, ачисем çук. Граждан вăрçине хутшăннă, унтан - Аслă Отечественнăй вăрçа. Белорусси фронтĕнче çапăçнă, 1944 çулта тыткăна лекнĕ, Германире металлурги заводĕнче ĕçленĕ. Çурăмĕ çинче ятарлă номер çунтарнăччĕ - малти икĕ цифрине астăватăп: "28..."

1945 çулта Совет çарĕсем вĕсене ирĕке кăларнă. Тыткăна лекнисене айăплисен шутне кĕртнĕрен Караганда хулине шахтăна ĕçлеме янă. Киле 1947 çулхи çуркунне таврăнчĕ, çав çулах октябрь уйăхĕнче вилчĕ.

Николай Николаевич Удиков 1925 çулта çуралнă, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ. 16 çулта чухне вăрçа кайнă. Курск пĕкки патĕнче çапăçнă. 1942 çулхи август уйăхĕнче вилнĕ.

Сидор Васильевич Удиков 1903 çулта çуралнă, авланнă, пĕр хĕр ỹстернĕ. Сунара çỹреме юратнă, тĕл пенĕ. Колхозăн строительсен бригадине ертсе пынă.

Вăрçа 1942 çулта кайнă. Интернетри кăтартусем тăрăх, вăл рядовой пулнă, Богдан Хмельницкий ячĕпе хисепленекен, Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ Киев дивизийĕн 74-мĕш отрядĕнче службăра тăнă. Батарея наводчикĕ пулнă. Украинăна ирĕке кăларнă çĕре тата блокадăри Ленинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă.

Пĕр çапăçура тупăран персе тăшман вут-çулăм сирпĕтекен вырăна аркатнă, тепринче - пулемет точкине. 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче "Хăюлăхшăн" медале тивĕçнĕ.

1944 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă.

Мария УДИКОВА, Ишеккасси ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1