Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Мускаври Кремле сыхлать

Категория: Общество Опубликовано: 17.07.2020, 12:16 Просмотров: 548

Президент полкĕ - хăйне евĕр çар чаçĕ, вăл Федераллă хурал службин йышне кĕрет. Полкăн тĕп тивĕçĕ - çĕршывăн "пĕрремĕш çыннисене" хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата Кремльти пурлăха сыхласси.

Пирĕн район каччисем тăтăшах Мускаври Президент полкĕнче службăра тăма тивĕçеççĕ. Ишеккасси ялĕнчи Александр Михопаров та хальхи вăхăтра Президент полкĕнче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать.

Александр салтака пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче кайрĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренчĕ, физкультура учителĕн дипломне алла илчĕ.

Яш шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслăччĕ, триатлон енĕпе пĕрремĕш разряда та тивĕçнĕ. Университетра вĕреннĕ чух вăл тăтăшах республика шайĕнчи ăмăртусене, çав шутра Универсиадăна та, хутшăннă.

Хальхи вăхăтра Александр Михопаров Президент пол-кĕн чи çамрăк подразделенийĕнче - оперативлă резерв батальонĕнче - службăра тăрать. 2007 çулта йĕркеленнĕскере хăйне евĕр "Кремль спецназĕ" теççĕ. Кунта хальхи йышши хĕç-пăшалпа усă кураççĕ. Салтаксен вăй-хал аталанăвне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

"Эпĕ ытти салтаксемпе пĕрле Мускаври Кремльте çар дежурствинче тăратăп. Çар лагерьне сыхлани те пулнă.

Пире батальонра ытларах хĕç-пăшал вăрттăнлăхĕсене ăса хывма вĕрентеççĕ - кирлех пулсан, вĕсемпе усă курма та пĕлетпĕр", - тет Александр хăйĕн салтак пурнăçĕпе паллаштарнă май.

Тăван ялĕнче вара Сашăна амăшĕ кĕтет. Паллах, хуть те мĕнле амăшĕн те салтакри ывăлĕшĕн чĕри вырăнта мар - хĕсметре Мускавра-и вăл, е урăх çĕрте. Галина Александровна ывăлĕпе кашни вырсарникун телефонпа калаçать. Тата халĕ социаллă сетьсем урлă сăнỹкерчĕк ярса пама та пулать - ку çывăх çыншăн тунсăхланине кăшт та пулин сирме пулăшать, çулталăк хушши пач курмасăр пурăнни мар.

Александр Михопаров салтак тивĕçне ырă ятпа пурнăçласса шанатпăр. Салтак пурнăçĕ тавракурăма анлăлатать, паттăрлăх туйăмне туптать, хастарлăха ỹстерет тесе ахальтен каламаççĕ. Тен, служба вăхăчĕ вĕçленсен Александр малалла контрактпа юлас тейĕ... 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1