Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕç ветеранне - юбилей медалĕ

Категория: Общество Опубликовано: 17.07.2020, 12:20 Просмотров: 528

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн Указĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕн, ялхуçалăхĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн, халăха кăмăл-сипет тата патриотла воспитани панăшăн, Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн районти ялхуçалăх тытăмĕнче тăрăшнă ĕç ветеранĕ Иван Никифорович Никифоров "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" юбилей медальне тивĕçнĕ.

Иван Никифорович Никифоров - ĕç ветеранĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ. 1934 çулта Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче çуралнă, Тури Çĕрпỹкассинчи, Хурашашри, Штанашри шкулсенче пĕлỹ илнĕ. 1971 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă.

Иван Никифоровăн ĕç биографийĕ 1952 çулта "Путь Ленина" колхозра пуçланнă. 1954-1955 çулсенче совет çарĕнче службăра пулнă (1981 çулта капитан званине тивĕçнĕ), унтан каллех колхозра ĕçленĕ. 1957-1961 çулсенче Хĕрлĕ Чутай райкомĕн ВЛКСМ инструкторĕ, иккĕмĕш секретарĕ пулнă, 1965-1973 çулсенче - инструктор, КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕн çумĕ, 1973-1981 çулсенче Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз парткомĕн секретарĕнче ĕçленĕ.

1961-1965 çулсенче "Путь Ленина", 1981-1990 çулсенче "Марксист", 1990-1995 çулсенче "Свобода" колхозсене, 1995-1999 çулсенче "Аккозинское" ЯХПК-на ертсе пынă.

"Марксист" колхоз председателĕнче ĕçленĕ чух Иван Никифоров юлса пыракан хуçалăха ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисен шутне кĕртме пултарнă. Иван Никифорович ертсе пынă вăхăтра "Свобода" колхоз тата "Аккозинское" ЯХПК районта та, республикăра та лайăххисен шутĕнче пулнă. Çак хуçалăхсем Чăваш Республикин дипломĕсене тата виçĕ трактора тивĕçнĕ.

Иван Никифоров ертỹçĕре тимленĕ хушăра ялхуçалăх ĕçченĕсем ĕç укçине вăхăтра тата çителĕклĕ илччĕр тесе тăрăшнă. Колхозра çĕвĕ цехĕ те, çăкăр завочĕ те, утарсем те пулнă. Иван Никифорович çутçанталăка сыхлас енĕпе те чылай ĕç пурнăçланă, вăл пуçарнипе парксем, аллейăсем йĕркеленĕ, плотинăсем, пĕвесем тунă.

1976-2010 çулсенче Иван Никифоров район Пухăвĕн депутачĕ пулнă. Суйлавçăсем ыйтнине пурнăçа кĕртсе фельдшерпа акушер пункчĕсен, шкул тата пурăнмалли çуртсен строительствине йĕркеленĕ, шыв тата газ кĕртессишĕн тăрăшнă.

Хурашашран Çĕн Атикассине, Акташран Етĕрне районне автоçулсем, Çĕн Атикассинчен Акташа, Анат Çĕрпỹкассинчен Тури Çĕрпỹкассине çити хытарнă çулсем тăвассипе тимленĕ.

КПРФ-ăн "Партийная доблесть" орденне тивĕçнĕ. "За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И.Ленина" (1970 ç.), "За трудовую доблесть" (1971 ç.) медальсемпе наградăланă. Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн, КПСС обкомĕн тата Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

1993 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

2007 çулта "Дорога длиною в жизнь" кĕнеке кăларнă.

Иван Никифоров, тивĕçлĕ канура пулин те, обществăлла пурнăçа активлă хутшăнать, вăл - Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлаççĕ, ачисем те килсех çỹреççĕ. Иван Никифорович виноград чылай ỹстерет, çырла тухăçĕпе çулсеренех савăнтарнине палăртать.

Июнĕн 24-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай салинче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă Республика кунне паллă тунă кун, Иван Никифорович район центрне килнĕччĕ. Ун чухне унпа республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тĕл пулса калаçрĕ.

Акă мĕн каласа парать çав тĕлпулу пирки Иван Никифорович: "Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев юнашар тăнипе усă курса эпĕ ăна манăн ку таранчченхи ĕç-хĕле пысăка хурса хакланăшăн, "Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул" юбилей медалĕпе наградăланăшăн тав турăм. Унсăр пуçне 2021 çулта Тури Çĕрпỹкасси ялне пыракан авто- çула тума республика бюджетĕнчен 200 миллион тенкĕ уйăрма палăртнăшăн та тав турăм.

Ку автоçул питĕ япăхланса кайни, пирĕн яла автобуссем те çỹреме пăрахни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та эпир çитес çул яла пыракан çула тума палăртнăшăн питĕ савăнатпăр.

Олег Алексеевич манăн тата мăшăрăн сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлчĕ, ачасем ăçта тата мĕнле пурăннипе интересленчĕ.

Тата çакна та каласа хăварас килет. Эпĕ Олег Николаевпа унччен те хамăр тăрăхра тĕл пулса калаçнăччĕ. Ун чух Олег Алексеевич ача чухнехине аса илнĕччĕ. Эпĕ "Марксист" колхоза ертсе пынă вăхăтра Олег Алексеевичăн тăван ялĕ, Чурпай, çак колхоза кĕретчĕ. Эпĕ ирсерен радиопа кунĕпе мĕн ĕçлемелли пирки наряд параттăм. Олег Алексеевич ман саспа вăранса ура çине тăнине, шкула кайма хатĕрленнине аса илсе каласа пачĕ". 

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1