ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пĕве таврашĕ çынна чи малтан йăлари ыйтусене татса пама, пушар таврашĕ тухас пулсан хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме кирлĕ. Унсăр пуçне пĕве вăл - çутçанталăк илемĕ.
Хĕрлĕ Чутай салинчи чиркỹ патĕнчи пĕве çумĕпе яланах унăн илемĕпе киленсе иртсе çỹреттĕм. Анчах та кунта чунсăр этемсем темĕн те пĕр пăрахса тултарнăран çыран хĕрри çỹп-çаппа тулма пуçларĕ. Юлашки вăхăтра вара пĕве куç умĕнчех типсе пырать.
Çакăн пирки эпĕ Инстаграмри район хаçачĕн ушкăнне сăнỹкерчĕк вырнаçтартăм. Чылайăшĕ пĕвене тасатмалли пирки хăйĕн шухăшне çырса пĕлтерчĕ. Анчах та пĕвене тĕплĕн тасатма укçа чылай кирлĕ - сахалтан та 300 пин тенкĕ. Кун пек укçана бюджета ятарласа хывса хăвармалла.
Ку пĕве Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Анчах та ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем мана çак пĕвешĕн яваплă пулманнине пĕлтерчĕç. Район администрацийĕнче вара пĕве шăпишĕн Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕ яваплă пулнине каларĕç, вĕсене çитес çул пуçаруллă бюджет программипе çак пĕвене тасатма сĕнчĕç...
Çитес çулччен вăхăт нумай, пĕви вара таса мар тата типсех пырать тесе эпĕ, ял тăрăхĕ çине шанăç çуккине ăнланса, июлĕн 18-мĕшĕнче пĕве тасатма пуçтарăнасси пирки Инстаграмра пĕлтерỹ çыртăм. Ку социаллă сетьре пире икĕ пине яхăн çын вулать. Чылайăшĕ пĕве шăпишĕн чунĕсем ыратнине палăртса çырчĕ. Апла пулин те эпĕ хама çапла каларăм: "Пĕве тасатма пĕр виçĕ çын та пулин тухсан - савăн. Пирĕн район çыннисем кун пек ĕçсене чун ыйтнипе мар, "çỹлтен хушнипе" кăна пурнăçлама хăнăхнă".
Эпĕ шухăшлани тỹрре килчĕ. Июлĕн 18-мĕшĕнче эпир пурĕ пиллĕкĕн пухăнса пĕве хĕррипе темиçе çул хушши пухăннă çỹп-çапа тасатрăмăр. Манпа пĕрле "экологи десантне" пухăннисем сăн ỹкерĕнесшĕн пулмарĕç - хăйсене кăтартас тесе мар, ырă ĕç тăвас тесе пухăннине палăртрĕç вĕсем.
Кăçал 6-мĕш класа кайма хатĕрленекен Володя пирки каласа хăварас килет. Вăл эпир ĕçленĕ çĕре пычĕ те: "Сире пулăшма юрать-и? Кунта çỹп-çап сапаланса выртни хамăн кăмăла та пăсать", - терĕ. Вара аслисемпе танах ĕçлерĕ. Пурте Володя пек пулсан районти çутçанталăк шăпишĕн кулянмасан та пулатчĕ. Анчах та пур ашшĕ-амăшĕ те ачисене çутçанталăка юратма, тирпейлĕхе хăнăхтарса ỹстермест пулас. Эпир ĕçленĕ хушăра пĕве çывăхĕпе ачасем унталла-кунталла тăтăшах иртсе çỹрерĕç. Вĕсене пулăшма йыхравласа пăхрăмăр та: "Эээ, çук, хăвăрах ĕçлĕр!" - тесе хăварчĕç.
Эпир, чăнах та, ĕçлерĕмĕр. Виçĕ сехет хушшинче 20 ытла пысăк михĕ çỹп-çап пухрăмăр. Ытларах кунта кантăк кĕленче тата пластик савăт йăванса выртатчĕ. Кăнтăр кунĕнчех пĕве хĕрне эрех-сăра ĕçме пухăнса ларакансем чылай вĕт пирĕн. Ун пеккисем пушаннă савăт-сапана ятарлă вырăна кайса пăрахаççĕ-и вара? Шывалла ывăтаççĕ е ăçта ларнă, çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Хăйсене хăйсем çын тесех шутлаççĕ-ши çакăн пек хăтланакансем?
Пĕве хĕррине тасатни унăн малашнехи шăпине татса панине пĕлтермест. Кунта специалистсене чĕнсе калăпăшлă ĕçсем туса ирттермелле тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен пĕвере выртакан пысăк пăрăх çурăлнăран кунти шыв аяккалла юхса выртать. Çак ĕçе пурнăçлама яваплă çынсем тупăнасса питĕ шанас килет.
Алина ИТТИ.
Ноябрь 2024 |