Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Мĕншĕн илеме упрама пĕлместпĕр?

Категория: Общество Опубликовано: 24.07.2020, 11:44 Просмотров: 516

Кăçал пирĕн районта Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă Республика кунĕ эпидеми лару-тăрăвне пула йышлăн тата шавлăн, савăнăçлăн иртеймерĕ пулин те, район центрне уяв тĕлне çĕнетсе илемлетес тесе чылай ĕç туса ирттерчĕç. Çĕнтерỹ лапамĕ тата çĕнĕ аллея халĕ районта пурăнакансене те, хăнасене те илĕртеççĕ. Таврана каç сĕмĕ çапсан çĕнĕ фонтан тĕрлĕ тĕспе çутатни те чылайăшне илĕртет, каçхине кунта уйрăмах çамрăксем канма юратаççĕ.

Анчах та… Хамăр çỹрекен, илемпе киленсе канакан вырăна мĕншĕн хаклама, упрама, таса тытма пĕлейместпĕр-ши эпир? Çĕнтерỹ лапамĕнче канакансем хыççăн мĕнле кăна çỹп-çап сапаланса выртмасть-ши? Кашни ир çак тасамарлăх район центрĕн сăнне пăсать. Тĕрлĕ апат чĕркенĕ хутаç, сигарет пачкисемпе тĕпĕсем, хĕвелçаврăнăш хуппи, пластик савăт _ мĕн кăна йăванмасть пулĕ кунта. Çỹп-çап пăрахмалли карçинккисем те патĕнчех-çке-ха, нивушлĕ çавăнта пăрахма çук?

"Шуйттансем çỹпĕлеççĕ, çынсем пуçтараççĕ", - теççĕ халăхра. Çак сăмахсемпе килĕшес килет. Çын сăпатне çухатманнисем çапла тирпейсĕр хăтланмаççех.

Çамрăксенчен тĕлĕнес килет. Çĕнĕ чуччусем çинче ярăнса хĕвелçаврăнăш хуппине сурса ларма та вăтанмаççĕ. Ун пек тума юраманнине аса илтерсе асăрхаттарсан: "Вара мĕн?" - теççĕ те урăх çĕре куçса лараççĕ, унта каллех хĕвелçаврăнăш сураççĕ.

Воспитани текенни çапларах-ши пирĕн хальхи вăхăтра? Йĕркеллĕ пулма вĕрентсе çитерейместпĕр-ши çамрăксене? Е тепĕр чух вĕсем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ-ши? Ачасем те чылай чупса çỹреççĕ Çĕнтерỹ лапамĕнче, пур çĕрлĕ йăванакан çỹп-çапа курса ỹсекенскерсем çакă тĕрĕс пулăм тесе шутлаççĕ пулинех. Çавăнпа кайран "вара мĕн?" теççĕ...

Юрать-ха, район центрне тирпейлесе тăракансем пур. Иринăпа Сергей Черниговсем кашни ир тăваттăра тăрса ĕçе пуçăнаççĕ. Паллах, икĕ мăшăр алă пур ĕçе те туса çитереймест. Вĕсен çĕнĕ центра кăна тасатса тăмалла мар, кивĕ район центрĕнчи ỹссе кайнă курăксене те çулма ĕлкĕрмелле... Тен, вĕсене пулăшма ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăхăтлăх ĕçсĕр шутланакансене кăлармалла? Ытла та нумай-çке салара этем алли пырса тĕкĕнессе кĕтекен тирпейсĕр, çулса тасатман вырăнсем. Калăпăр, çĕнĕ "Пятерочка" лавкка тавра хăçантанпа мăян ашкăрса ларать - çул хĕррипе те, тротуар çывăхĕнче те. Тротуар патĕнчине çулса тăкрĕç-ха, ыттине камăн пуçтармалла-ши тата?

Хуть те мĕнле ĕç те хуçа пуррипе çуккинчен, унăн яваплăх туйăмĕнчен килет. Район центрĕнчи хăш-пĕр вырăнсен хуçи пачах çук пек туйăнать. Е пĕр-пĕр лаптăка камăн пăхса тăмаллине, тасатмаллине палăртаймаççĕ пулинех. Унсăрăн кашни çул çăвĕпех район центрĕнче мăянпа пиçен е ытти çум курăкĕ ашкăрса ларнине курса кăмăла пăсмăттăмăр пулĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1