ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районта Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене - тыл ĕçченĕсене, вăрçа хутшăннисене - сумлă юбилейĕсем ячĕпе РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвĕпе чысласси малалла пырать. Акă мартăн 10-мĕшĕнче Хăмаркка ялĕнче пурăнакан Мария Леонтьевна Кириллова тата Хĕрлĕ Чутайри Раиса Димитриевна Тимкина хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, хăнасемпе тăванĕсенчен ăшă сăмахсем йышăннă. Çавăн пекех кинемейсем "Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул" медале тивĕçнĕ.
Ватăсен кун-çулĕ пĕрпекрех иртнĕ: вăрçăн пур йывăрлăхне те тỹснĕ. Çывăх тăванĕсене, пиччĕшĕсене, ирех çухатнă. Вăрçă пынă вăхăтра ялти халăхпа пĕрле окоп чавнă, унтан тăван хуçалăха ура çине тăратма пулăшнă.
Мария Леонтьевна çапларах каласа парать: "Вăрçă вăхăтĕнче пур лашана та фронта илсе кайрĕç, уй-хирте вăкăрсемпе ĕçлетчĕç. Пур ĕçе те алăпа тунă, питĕ йывăрччĕ. Ыттисемпе пĕрлех выçлăх çулĕсене, шартлама сивĕ кунсене çĕнтермелле пулчĕ". Çамрăк чухне аслисемпе тан ĕçлеме тивнĕ унăн.
Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтнĕренпе 75 çул иртрĕ ĕнтĕ. Анчах та çак йывăр, хăрушă çулсем кинемейĕн асĕнчен тухма пĕлмеççĕ. Ветеран палăртнă тăрăх, вăрçă вăхăтĕнчи хĕл кунĕсенче вăл амăшĕпе пĕрле фронт валли çĕрулми типĕтнĕ. Хаяр çулсем иртсен вăл мăшăрланнă. Хăйĕн пулас мăшăрĕпе, фронтовик-салтакпа, 1947 çулта паллашнă. Вĕсем Хăмаркка ялĕнче тĕпленнĕ. Шел те, мăшăрĕн кун-çулĕ ирех, 43 çулта, татăлнă. Мария Леонтьевнăн пĕчченех çичĕ ачине ура çине тăратма тивнĕ. Чи кĕçĕнни ун чухне виçĕ çулта кăна пулнă. Паянхи кун тыл ĕçченĕ кĕçĕн хĕрĕн çемйипе пурăнать. Халĕ унăн 15 мăнукпа 14 кĕçĕн мăнук.
Раиса Димитриевнăн та хăйĕн пурнăçĕнче чылай йывăрлăха çĕнтерме тивнĕ. Ачалăхне вăрçă самай амантнă. Хăйĕн ачалăхне аса илсен çакна палăртать вăл: "Мана кăна мар, пĕтĕм халăха та йывăр пулнă, анчах та эпир чун хавалне çухатман. Фронта вăй пур таран пулăшнă. Ырми-канми ĕçленĕ. Окопсем чавнă, Сăр чиккин оборона линине тунă, вутă хатĕрленĕ".
Тыл ĕçченĕн пурнăç историйĕ çăмăл мар. Анчах та вăл хăйĕн шăпи çине нихăçан та ỹпкелешмен. Ачаран йывăр ĕçе хăнăхни пулăшнă. Вăл кун-çулне тăван колхоза халалланă. Ĕçре яланах малтисен йышĕнче пулнă. Унăн медальсемпе грамотăсем те пур. Ялта та вăл хисепре. Ветеран чылай çул хушши ĕнтĕ хĕрĕн çемйипе çывăх çыннисен тимлĕхне туйса пурăнать.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |