Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хĕрарăмсен союзĕ - çирĕп çемьешĕн

Категория: Общество Опубликовано: 31.07.2020, 11:00 Просмотров: 367

Июлĕн 28-мĕшĕнче "Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕ" обществăлла организаци ертỹçи Наталья Николаева пирĕн районта пулчĕ. Чи малтанах вăл Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕпе Юлия Стройковапа тата Шупашкар хула администрацийĕн вĕренỹ управленийĕн начальникĕпе Дмитрий Захаровпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕпе Иван Михопаровпа, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - вĕренỹ пайĕн начальникĕпе Игорь Живоевпа, Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн ертỹçипе Ирина Егоровапа тата тĕрлĕ организацисен представителĕсемпе тĕл пулчĕ.

Пухăннисем Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн ĕç-хĕлне тишкерчĕç. Чутай тăрăхĕн пурнăçпа тан пыма тăрăшакан пикисем районта иртекен пĕр мероприятирен те юлмаççĕ темелле. Çавăн пекех вĕсем хĕрарăмсен союзĕн тĕп тĕллевне - çирĕп çемьесене упрассине - тытса пыраççĕ. Районти уйрăмăн ĕçне хакланă май Наталья Николаева Ирина Егорована Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн Тав сăмахне пачĕ.

Тĕлпулура сăмах вăрçă вăхăтĕнче Сăр тата Хусан чиккисенче ĕçлесе халăх паттăрлăх кăтартни пирки те пычĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн Указĕпе 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан чиккисенче ĕçленисене халалланă. Çапла республика хỹтĕлев объектне тума пуçланăранпа 80 çул çитнине паллă тăвĕ.

Сăр тăрăхĕнче окопсем чавнисем пирĕн районта чылай пулнă. Пирĕн вĕсене асра тытмалла, асаилỹсене пулас ăрусене парса хăвармалла. Çавăнпа та эпир районта пурăнакансене, хаçат вулакансене çапла чĕнсе калатпăр: енчен те сирĕн çывăх çыннăрсем вăрçă вăхăтĕнче Сăр хĕрринче ĕçлени пирки сăнỹкерчĕксем упранса юлнă пулсан е вĕсен асаилĕвĕсем упранаççĕ-тĕк, редакцине илсе килĕр е электронлă почтăпа - Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript., Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. - ярса парăр.

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнчи тĕлпулу хыççăн хăнасем район центрĕн çĕнелнĕ Çĕнтерỹ лапамне тата çуран çỹремелли аллейăна çитсе курчĕç. Наталья Алексеевна пирĕн районта пĕрремĕш хут кăна пулманнине, ăна кунта пурăнакансем активлă пулни, пурнăçпа кăсăкланни килĕшнине каларĕ.

Унтан вара хăнасем Тралькасси ял тăрăхне çитрĕç. Кунти Культура çуртĕнче пĕрле 60 çул пурăнакан Зоя Семеновнăпа Михаил Степанович Майоровсене саламларĕç. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче бриллиант туйне паллă тума хатĕрленекен мăшăр пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, вĕсен сакăр мăнук.

Тралькасси тăрăхĕнче чылай çул хушши пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем чылай. 60 çул пĕрле пурăнакан ытти мăшăрсене - Ольга Илларионовнăпа Александр Владимирович Шипеевсене, Зоя Кузьминичнăпа Анатолий Дмитриевич Красновсене, Зоя Петровнăпа Иван Павлович Долговсене - хăнасем килĕсене çитсе саламларĕç, Тав сăмахĕсемпе парнесем пачĕç.

А.ОРИНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5