ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кашни ялтах тенĕ пек пушă çуртсем, çын алли тĕкĕнменнипе хыт-хура тата çитĕнсе кайнă йывăç-тĕм айне путнăскерсем, çук мар. Вĕсем çине шеллĕн пăхса иртсе каятăн. Чылайăшĕн хуçисем çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ, ачисем вара аякра пурăннăран е килсех çỹреймеççĕ, е яла килсе кайма "васкамаççĕ"... Кашни çуртăн хăйĕн шăпи...
Капăр та пурнăç вĕресе тăракан çуртсем хушшинче сĕмсĕррĕн курăнса ларакан пỹртсем юхăнса кайнăшăн унта ĕмĕрленĕ çемье членĕсем айăплă тейĕпĕр. Анчах та паянхи кун чылай ялта маларах халăха тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерсе тăнă социаллă объектсем те начар лару-тăрура пулнине асăрхама пулать. Ял халăхĕн вĕсемшĕн те чун ыратать.
Çак кунсенче редакцине Пантьăк ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Романов кĕрсе тухрĕ. Сăмахран, ăна Хватукассинчи манăçа тухнă Çĕнтерỹ паркĕн шăпи хумхантарать. Парка 1990 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем хывса хăварнă. Аслă Çĕнтерĕве кăçал 75 çул çитрĕ-çке. Паркра вара тахçантанпах йĕрке туман, хăтлăх та кỹмелле. Пуçламăш шкул пулнă çурт çине пăхсан та чун кỹтсе килет. Ялти фельдшер пунктне вара 2011 çулта хупнă. Икçĕр ытла çын пурăнакан ялта фельдшер пункчĕ кирлех тесе шутлать Владимир Иванович. Ял клубĕ те аякранах тăлăххăн курăнса ларать. Асăннă çуртсенче темиçе çул каялла пурнăç вĕресе тăнă, халĕ вĕсем юхăнсах пыраççĕ. В.Романов депутата çак объектсем юлашки çулсенче никама та кирлĕ пулманни пăшăрхантарать. Владимир Иванович юлашки пилĕк çул хушши вĕсене юсама тата пăхса тăма ыйтса вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене пĕрре мар çитнине палăртать, анчах та пăр ниепле те тапранмасть тет...
Ноябрь 2024 |