Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Мускавра та сасăлама пулать

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2020, 10:54 Просмотров: 439

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче - суйлав. Ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртĕ. Кăçал сасăлав çĕнĕ йĕркепе иртет. Сасăлав виçĕ куна пырать - сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче суйлав участокĕсене çитсе сасăлама пулать.

Енчен те суйлавçă сасăлав кунĕсенче хăй пурăнакан вырăнта пулаймасть-тăк, унăн маларах заявлени çырса урăх суйлав участокĕнче сасăлама ирĕк пур.

Пирĕн районта пурăнакансенчен чылайăшĕ халĕ Мускавра ĕçлет е вĕренет. Вĕсен сентябрĕн 13-мĕшĕнче Мускаври цифрăллă суйлав участокĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕшĕн сасăлама май пур. Вырăнти депутатсемшĕн, паллах, пирĕн район çыннисем Мускавра сасăлаймаççĕ.

Мускавра сасăлас тесен суйлавçăн сентябрĕн 9-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ ("Госуслуги") урлă е Нумай функциллĕ центра кайса ятарлă заявлени çырмалла. Заявление çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă территорири суйлав комиссинче те çырма пулать.

Заявлени çырнă хыççăн суйлавçăна Мускаври суйлавçăсен списокне кĕртеççĕ. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйлавçăн паспорт илсе Мускаври вăтăр суйлав участокĕнчен пĕрне каймалла та Чăваш Республикин Пуçлăхĕшĕн сасăламалла. Мускаври суйлав участокĕсемпе тĕплĕнрех Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн сайтĕнче çак адреспа кĕрсе паллашма пулать: http://www.cikrf.ru/ (цифровые избирательные участки).

Унсăр пуçне республика территорийĕнче те суйлавçă хăй пурăнман вырăнта сасăлама пултарать. Калăпăр, çын Хĕрлĕ Чутай районĕнче пропискăра тăрать, анчах та суйлав кунĕнче вăл Шупашкарта пулать. Çак суйлавçă Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă урăх çĕрте сасăлаттарма ыйтса заявлени çырма пултарать. Çакăн пек заявление сентябрĕн 9-мĕшĕччен Нумай функциллĕ центра е территорири суйлав комиссине çитсе те çырма пулать. Сентябрĕн 2-9-мĕшĕсенче вара кун пек заявленисене участоксенчи (ялсенчи) суйлав комиссийĕсем те йышăнаççĕ.

Палăртмалла, кун пек чух суйлавçă республика Пуçлăхĕшĕн кăна сасăлама пултарать.

Район территорийĕнче те урăх суйлав участокĕнче сасăлама май пур. Калăпăр, çын суйлав вăхăтĕнче Серенкассинче пулать-тăк, хăй вара районти урăх ялта пропискăра тăрать пулсан, унăн сентябрĕн 2-8-мĕшĕсенче участокри суйлав комиссине çитсе Серенкассинче сасăлама ыйтса заявлени çырмалла.

Районти территорири суйлав комиссийĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5