Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Учительсен ĕçĕпе тата çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2020, 10:55 Просмотров: 472

Йăлана кĕнĕ тăрăх, август уйăхĕн вĕçĕнче педагогсен конференцийĕ иртет. Республика шайĕнчи педконференци кăçал августăн 21-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ. Унăн ĕçне республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тата Чăваш Республикин вĕренỹ министрĕ Сергей Яковлев хутшăннă.

Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май Олег Николаев педагогсене кулленхи ĕçĕшĕн тав тунă: "Эпир сирĕн ĕçпе тата çитĕнỹсемпе, сирĕн вĕренекенсен ăнăçăвĕсемпе мухтанатпăр", - тенĕ вăл.

Педагогсен конференцийĕнче çывхарса килекен вĕренỹ çулĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки (класс ертỹçисене хушма 5 пин тенкĕ тỹлесси, педагогсен коронавирус пуррипе çуккине тỹлевсĕр майпа тĕрĕслесси, студентсене тăваттăмĕш курсранах шкулта ĕçлеме ирĕк парасси) калаçнă. Çавăн пекех конференцире ачасене вĕрентес ĕçре палăрнă учительсене тĕрлĕ наградăсем парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче Хĕрлĕ Чутай шкулĕн физкультура учителĕ Эдуард Романов та пулнă. Эдуард Васильевича вĕрентỹри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.

Августăн 25-26-мĕшĕсенче вара районти педагогсен конференцийĕ иртрĕ. Августăн 25-мĕшĕнче учительсем тĕрлĕ шкулсене пухăнса кашни предметăн хăйнеевĕрлĕхне сỹтсе яврĕç. Августăн 26-мĕшĕнче вĕрентỹ тытăмĕнче тăрăшакансем Хĕрлĕ Чутай шкулне пухăнчĕç. Педагогсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ăнăçу сунса Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Павлов тата Владимир Иванов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров саламларĕç.

Районти конференцире те ачасене пĕлỹпе воспитани парас ĕçре палăрнисене тĕрлĕ хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Пĕтĕм Раççейри "Кăтартуллă ача сачĕ" смотр-конкурсра палăрнăшăн "Хĕвел" ача сачĕн заведующине Алена Васильевана Хисеп хучĕ пачĕç.

"Чăваш автономи облаçне 100 çул" юбилей медальне Питĕркасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Людмила Жукова тивĕçрĕ.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директорĕ Вероника Архипова, Çĕн Атикасси шкулĕн директор çумĕ Галина Алексеева, Мишеркасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литература учителĕ Светлана Храмова тата "Хастар" ФСК тренерĕ Ирина Родионова Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Район пуçлăхĕн Тав сăмахне Хĕрлĕ Чутай шкулĕн физкультура учителĕ Эдуард Романов тата пуçламăш классен учителĕ Галина Гусельщикова, Атнар шкулĕн пуçламăш классен учителĕ Елена Волкова тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине "Пилеш" ача сачĕн воспитательне Людмила Максимована, Шулю шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Елена Инжебейкинана, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче технологи вĕрентекен Владимир Захарова, Мăн Этмен шкулĕн математика учительне Анатолий Михеева парса чысларĕç.

Çавăн пекех конференцире районти "Çулталăк учителĕ" ята тивĕçнĕ Алина Магаськинана (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), "Чи пултаруллă класс ертỹçи" ята тивĕçнĕ Ольга Фондеркинана (Питĕркасси шкулĕ) тата "Çулталăк воспитателĕ" ята тивĕçнĕ Ирина Михопарована чысларĕç.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31