Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Кăвак çулăмпа" тивĕçтерессишĕн яваплисем

Категория: Общество Опубликовано: 11.09.2020, 12:04 Просмотров: 500

Сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче нефть тата газ промышленноçĕнче вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă турĕç.

Пирĕн районти хушма хуçалăхсене "кăвак çулăмпа" тивĕçтерессишĕн яваплисем - районти газ участокĕнче ĕçлекенсем. "Газпром газораспределение Чебоксары" акционерлă обществăн "Моргаушимежрайгаз" филиалĕн Хĕрлĕ Чутайри участокне Валерий Гурьевич Орлов ертсе пырать. Газ участокĕнче пурĕ 33 çын тăрăшать. Пурте вĕсем хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.

Çак кунсенче коллективри сакăр çынна професси уявĕ ячĕпе тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсене парса чысланă: - Федор Анатольевич Михеев мастер Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. - "Моргаушимежрайгаз" филиал директорĕн Хисеп грамотине Анна Владимировна Ильина тирпейлỹçĕне тата çĕр айĕнчи газ пăрăхĕсене юсассипе тата пăхса тăрассипе тимлекен Михаил Николаевич Николаев слесаре панă. - Андрей Николаевич Серин слесарь тата Владимир Анатольевич Орлов водитель-слесарь район пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçнĕ. - Çĕр айĕнчи газ пăрăхĕсене юсассипе тата пăхса тăрассипе тимлекен Евгений Владимирович Иванов слесарь, авариллĕ службăн слесарĕсем Юрий Анатольевич Михайлов тата Александр Иванович Романов район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Палăртмалла, паянхи кун пирĕн районти 70 салапа ялтан 63-не газпа тивĕçтернĕ - пурĕ 6626 хваттерпе çуртра "кăвак çулăм" çунать. Районти газ пăрăхĕсен тăршшĕ пĕтĕмпе 414 километрпа танлашать.

А.ТИМОФЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5