Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чăвашпотребсоюз 100 çулхи юбилейне паллă тунă

Категория: Общество Опубликовано: 11.09.2020, 12:09 Просмотров: 521

Сентябрĕн 4-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче Чăвашпотребсоюз 100 çулхи юбилейне анлă паллă тунă. Ĕçченсене саламлама Чăваш Республикин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ытти сумлă хăнасем хутшăннă. Район делегацийĕ те кооператорсен уявĕнче пулнă.

100 çул каялла Чăваш автономи облаçĕнчи кооператив организацийĕсем Чăвашсоюза пĕрлешнĕ. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз, районсенчи потребитель обществисем Раççейри потребитель кооперацийĕсем хушшинче малтисен йышĕнче. Чăвашпотребсоюз çулсерен 10 миллиард тенкĕлĕх ĕç-хĕл пурнăçлать. Унăн тытăмĕнче 6 пин çын ĕçлет. Юлашки пилĕк çулта 1,4 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывнă. Укçа-тенкĕ ял территорийĕсене аталантарма, çынсене çăмăллăхпа тивĕçтерессине лайăхлатма кайнă. Суту-илỹ предприятийĕсен ĕç-хĕлне автоматизацилени те туянакансен ыйтăвне çийĕнчех пурнăçлама май парать. Чăвашпотребсоюз çулсерен ялхуçалăх продукцине 1 миллиард тенкĕлĕх хатĕрлет. Аграрисемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Уява хатĕрленнĕ май кооператорсем театр умĕнче, фойере Чăвашпотребсоюзăн çитĕнĕвĕсемпе, çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Уявра ĕçре палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Пĕтĕм Раççейри "Отрасль ĕç-хĕлне тухăçлă аталантарнăшăн" ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăннă Чăвашпотребсоюза РФ Центросоюзĕн куçса çỹрекен ялавне панă. Паллă юбилей тĕлне ку чăннипех те курăмлă парне пулнă.

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5