ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кăçал районти кашни ял 100 пин тенкĕпе танлашакан тỹлеве тивĕçрĕ. Ку укçапа ял тăрăхĕсен администрацийĕсем Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине ĕмĕрлĕхех асра хăварас тесе стелăсем çĕклеççĕ.
Укçапа мĕнле усă курассине ялсемпе саласем хăйсем татса параççĕ: ача-пăча вăйă лапамĕ пулать-и, палăк е стела вырнаçтармалла-и е территорие хăтлăх кỹмелле-и - çакна вырăнта пурăнакан çынсем суйланă ĕнтĕ. Ку проектсем ялсенче пурнăçланма пуçланнă. Чылайăшĕ ял умне стела лартма йышăннă.
Паянхи куна Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи пилĕк ялта стелăсем вырнаçтарса пĕтернĕ: Сĕнтĕкçырминче, Тракушкăнче, Иккĕмĕш Хурашашра, Хурашашра, Тури Çĕрпỹкассинче. Çак ялсенче çĕнĕ объектсем илемлĕн курăнса лараççĕ. Кашни ялăн хăйне евĕрлĕ стела. Кашни стела çинче ял тăрăхĕн гербĕ курăнать. Çавăн пекех ял ячĕсене пысăккăн çырнă. Нарспи сăнỹкерчĕкĕпе пĕрлех сăвăланă йĕркесем куçа илĕртеççĕ. Сăввисем те вĕсен пĕр пек мар, уйрăлса тăраççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ ĕçе пысăк хавхаланупа пурнăçлани курăнать. Мăн Этмен тăрăхĕнчи ултă ялта та çĕнĕ объектсем куçа илĕртеççĕ: Мăн Этменте, Пĕчĕк Этменте, Шĕмшешре, Çĕн Ирчемесре, Уйпуçра, Малиновкăра. Стелăсем туса пĕтерес ĕç Ачкасси ял тăрăхĕнче те вĕçленсе пырать. Ачкассинче, Ваçкаçырминче, Шулюра, Пĕрремĕш Липовкăра стелăсем çĕкленеççĕ. Серенкассипе Калкассинче те стелăсем тумалла пек, анчах та çак ялсенче стадион çĕнетме палăртнă. Трасса хĕрринче вырнаçнă ялсене стела вырнаçтарсан вырăнлăрах пулмалла мар-и? Ку çулпа куллен пин-пин машина чупать. Çак тăрăхра пурăнакансем кăна мар, кỹршĕ районсем, пĕтĕм республика çыннисем кашни кунах иртсе çỹреççĕ. Ял сен сăнне илемлетекен стелăна кашниех асăрхатех. Хитре вырăн патĕнчен иртсе çỹреме те лайăхрах. Çавăн пекех Тралькасси ял тăрăхĕнчи пур ялта та стелăсем вырнаçтараççĕ: Тралькассинче, Мучикассинче, Хăмарккара, Кив Ирчемесре, Турханта, Карăкçырминче, Шуккакассинче. Пантьăк ял тăрăхĕнчи çичĕ ялта стела вырнаçтарас енĕпе ĕçлеççĕ: Пантьăкра, Хирлỹкассинче, Ирчкассинче, Пухтанкассинче, Мишеркассинче, Утаркассинче тата Лобара. Штанаш ял тăрăхĕнче те стелăсем çĕкленеççĕ: Штанашра, Вăрманкасра, Арайкассинче, Упукушкăнче, Кĕрлевре тата Горбатовкăра. Питĕркасси ял тăрăхĕ те тăватă ялта стела лартма саккас панă. Район администрацийĕн строительство пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе Хĕрлĕ Чутайпа Атнар ял тăрăхĕсем çитес вăхăтра ялсенче çĕнĕ объектсем çĕклеме пуçлĕç. Стелăсене Владислав Савинкин уйрăм предприниматель хатĕрлет.
Палăртмалла, проектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне халăхран укçа пухман. Вырăнти власть та хушма укçа хывман. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 300 миллион тенкĕ уйăрнă.
А.ОРИНОВА, А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |