ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ĕнер, октябрĕн 1-мĕшĕнче, районти Ачасен искусство шкулĕ çĕнĕ вырăна куçнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Унта район ертỹлĕхĕпе пĕрле сумлă хăнасем - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин халăх художникĕ Анатолий Данилов, ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова - хутшăнчĕç. Çак кун салам сăмахĕсемпе пĕрлех ачасен искусство шкулĕ район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Иван Михопаровран 10 пин тенкĕпе танлашакан сертификата, çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен Валерий Павловран мальберта, ентешĕмĕртен, Чăваш Республикин халăх художникĕнчен Анатолий Даниловран унăн ỹкерчĕкне тата асăнмалăх тĕрлĕ кĕнекесене тивĕçрĕ. Анатолий Васильевич малашне тăван район ачисене ỹнерпе туслаштарас, талантлă ачасене аталанма пулăшас енĕпе тата ытларах çыхăну тытасса шантарчĕ. Владимир Иванов депутат çуркунне те искусство шкулĕ умĕнчи территорие хăтлăх кỹме ЧППУ студенчĕсем хатĕрленĕ йывăç-тĕмпе чечек калчи парса пулăшассине пĕлтерчĕ.
Хальччен ачасен искусство шкулĕ районти Культура керменĕн çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Ачасене ỹнер тĕнчипе пур енлĕн паллаштаракан шкул ĕнер чылай çул "Хĕвел" ача сачĕ пулнă, кăçал вара тĕпрен юсанă çурта куçрĕ. Малтанхи ача сачĕн çурчĕ тĕлĕнмелле улшăннă. Кунта халĕ питĕ илемлĕ, хăтлă, çутă, юсав ĕçĕсене çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тата технологисемпе усă курса пурнăçланă. Ачасене ỹнер тĕнчипе паллаштарма халĕ кунта майсем çителĕклĕ, хăтлă пỹлĕмсем чылай, ачасен пултарулăхĕпе паллаштарма сцена та пур.
Пултаруллă та пур енлĕн аталаннă ачасем çак шкултан вĕренсе тухса аслă вĕренỹ заведенийĕсене ăс пухма çул тытасса, пысăкрах çитĕнỹсем туса район, республика чысне çỹле йăтасса шанас килет.
А.ОРИНОВА.
Ноябрь 2024 |